Текумсе вăрçи
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Текумсе вăрçи (акăл. Tecumseh's War) е Текумсе пăлхавĕ (акăл. Tecumseh's Rebellion) — 1811-1812-мĕш çулсенчи АПШн ĕлĕххи çурçĕр-хĕвеланăçри Уильям Гаррисон Индиана губернаторĕ ертсе пынă АПШ çарĕпе шауни индей йăхĕнчен тухнă çврпуçĕ Текумсе ертсе пынă Текумсе конфедерацийĕ тенĕ тĕрлĕ индей йăхĕсен пĕрлешÿллĕ çарĕ хушшинчи хĕçпăшаллă хирĕçÿ.
1811 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Типпекану патĕнчи çапăçу пулса иртнĕ, американсем çĕнтернĕ, Профетстаун хулине çунтарса янă. Уильям Гаррисон хăйĕн çарĕпе Винсенса таврăннă.Текумсе конфедерацийĕшĕн вăл питĕ йывăр пулнă; Тенскватава хăйĕн нумайĕш çыннисене тата пиччĕш шанăçне çухатнă. Текумсе хăй индей пĕрлешĕвне çĕнĕрен ура çине тăратма тăрăшсан та конфедерацийĕ хăйĕн малтанхи вăйне кĕреймен.
Анкăл-американ вăрçи пуçлансан, Текумсе хăйĕн çарĕпе британ çарне кĕрет. Унăн çарçыннисем британсем Детройта хăйсен аллине илме пулăшнă, Текумсене хăйне британ çарĕн бригада генералĕ туса хунă.
Текумсе 1813-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çара аллă кĕрешÿре, çурçĕр Канадари Темс юханшывĕ патĕнчи çапăçура паттăрла вилнĕ. Ун хыççăн индей йăхĕсен пĕрлешĕвĕ арканнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.