Тĕрĕксем (тăван ячĕ: 𐱅𐰇𐰼𐰰; шато: 突厥, Tūjuе; çаплах тĕрĕк халăхĕсем, тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен ушкăнĕсем) — тĕрĕк челхисемпе пуплекен тата тĕрĕк кăкĕнчен пулса тухнă халăхсен этнос-чĕлхе пĕрлĕхлĕхĕ[10][11]
Краткие факты Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ, Чĕлхе ...
Тĕрĕксем тухнă вырăн — Вар Ази (Алтай, Джунгари). Чылай хушă тĕрĕк тата монгол йăхĕсем юнашар пурăннă, кӳршĕ халăхĕн чĕлхине те пĕлнĕ. Пирĕн эра пуçламăшĕнче Вăтам Азире тĕрĕксем çумне индоевропейсем хутшăннă[12][13]. Вăтам ĕмĕрсенче тĕрĕксем хĕвеланăçнелле куçма тытăнаççĕ.
Behind the Arabs and the Kurds, Turkmen are the third-largest ethnic group in Iraq. The ITF claim Turkmen represent 12 percent of Iraq's population. In response, the Kurds point to the 1997 census which showed that there were only 600,000 Turkmen.
Халаджăсем огуз ушкăнне кĕмеççĕ, вĕсем огузсемпе (сельджуксемпе) пĕрле Казахстанăн тата юнашар Иранпа Афганистан çĕрĕсенчен куçса тухнă аргу йăхĕсен нĕселĕсем пулаççĕ. Гипотезăпа килĕшӳллĕ, халадж тата ытти карлук-уйгур чĕлхисем тата карлук-хорезм чĕлхисем пĕрлĕ пулмаççĕ.
А.В. Дыбо гипотезипе, вар-хĕвелтухăç тĕрĕкĕсем, карлуксем (халаджисемпе авалхи карлуксемсĕр пуçсăр) тата кăпчаксем пĕрлĕ карлук-кăпчак ушкăнне кĕреççĕ.
Караимсем — тĕрĕк чĕлхиллĕ этнос, караизм тĕнне (хăш чух ăна иуда тĕнĕн уйрăм ĕлки теççĕ) тытаççĕ. Пĕр версипе, хасарсен нĕселĕсем пулаççĕ. Крым тутар чĕлхин караим чĕлхипе калаçаççĕ.
Крымчаксем — тĕрĕкленнĕ крым еврейĕсем. Крым тутарĕсен чĕлхине çывăх крымчак чĕлхипе калаçаççĕ. Караимсемпе танлаштарсан, вĕсем раббанитсем пулаççĕ — ортодокс иуда тĕнĕпе пурăнаççĕ, çаплах караимсем пекех, иуда тĕнне йышăннă Хасар патшалăхĕнчи тĕрĕк халăхĕнчен пулса кайнă теççĕ.