Хăмăшлă районĕ (выр. Камышлинский район, тут. Камышлы районы) — Самар облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă район. Администраци центрĕХăмăшлă ялĕ.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Хăмăшлă районĕ
Камышлинский район
Герб
Thumb
Ялав
Thumb
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Самар облаçĕ
Администраци центрĕ Хăмăшлă
Йĕркеленĕ вăхăт 1929
Район администрацин пуçлăхĕ Багаутдинов Рафаэль Камилович
Район администрацин пуçлăхĕ Шайхутдинов Минсагит Низамутдинович
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2010)
15 597
(0,34 %)
Йышлăх 13,17 çын/çм²
Наци йышĕ тутарсем — 9613 çын (81 %), вырăссем — 1115 çын (9,4 %), чăвашсем — 617 çын (5,2 %), мордвасем — 176 çын (1,48 %)
Конфесси йышĕ православсем, мăсăльмансем
Лаптăк 823,5[1] çм²
Thumb
Вăхăт тăрăхĕ Шаблон:MSK+1
Телефон кочĕ +7 84664
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Закрыть

Тавралăхĕ

Лаптăкĕ 823 çм2 Паллă шывĕсем — Сук тата унăн юпписем.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 12 пин çын пурăнать. Район шутне 22 пурăну вырăнĕ кĕрет, вĕсенчен 13-че тутарсем пурăнаççĕ.

Кун-çулĕ

Района 1929 çулхи юпан 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Наци йышĕ

  1. Тутарсем — 9613 çын (81 %)
  2. Вырăссем — 1115 çын (9,4 %)
  3. Чăвашсем — 617 çын (5,2 %)
  4. Мордвасем — 176 çын (1,48 %)
  5. Украинсем — 93 çын (0,78 %)
  6. Азербайджансем — 93 çын (0,78 %)

Администрациллĕ тытăмлăхĕ

Ял тăрăхĕсем: [2]

  1. Пайтукан ял тăрăхĕ (Тутар Пайтукан, Чăваш Пайтукан, Вырăс Пайтукан ялĕсем, Хĕрлĕ Çыр паççулкă)
  2. Балыкла ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Балыкла ял, Ватă Балыкла, Степановка, Степанвка Выççăлки чиркӳ ялĕсем)
  3. Йăрмак ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Йăрмак, Ватă Йăрмак чиркӳ ялĕсем, Чулпан паççулкă)
  4. Хăмăшлă ял тăрăхĕ (Бузбаш, Юлдуз паççулкисем, Тавлеткуль ялĕ, Хăмăшлă чиркӳ ялĕ)
  5. Çĕнĕ Усман ял тăрăхĕ (Çĕнĕ Усман ч.я.)
  6. Ватă Усман ял тăрăхĕ (Неклюдово, Кивĕ Ӳсмел, Ватă Усман ч.ялĕсем, Ватă Чаговка паççулкă, Хмелевка, Неклюдово-Дурасово ялсем)

Экономика

Хăмăшлă районĕнче 10 колхоз, çĕр ĕçтĕшĕсен хуçалăхĕсен ассоциацийĕ, 26 çĕр ĕçтĕш фермер хуçалăхĕ.

Районăн промăçлăхĕ йышне Хăмăшлăри Промкомбинат тата Хăмăшлăри сĕт-çу савучĕ кĕрет. Районти транспорт отраçлĕнче АООТ «Автотранспорт предприятийĕ» тата АООТ «Хăмăшлăри Агропромтранс». Банк ĕçлет.

Культура

Хăмăшлă районĕнче тутар халăх театрĕ, «Ак каен» («Шурă хурăн») фольклор ансамблĕ, вырăнти «Нур» телекурав каналĕ. «Камышлы хәбәрләре» («Хăмăшлă хыпарĕсем») хаçат тухать, редакторĕ — Резеда Мухтабаровна Тухбатшина.

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.