Тăрна - хуртан пысăкрах, вăрăм ураллă кайăк. Çăмартисем (2) симĕсрех е сарăрах хăмăр, хĕрлĕрех е хурарах хăмăр пăнчăллă. Чĕпписем пĕр харăс тухмаççĕ. Пĕрремĕш чĕппи тухсан ăна аçи хăйпе пĕрле ертсе çӳрет. Иккĕмĕшĕ тухсан çемйипе пĕрле çӳреççĕ. Нимĕнле апат та тиркемеççĕ. Кăнтăрла апатланаççĕ, каçхине хăрах ура çине тăрса канаççĕ. Ташлама питĕ юратаççĕ. Ташланă вăхăтра темле хускану та тăвать, çулçăсене, туратсене, чул катăкĕсене çӳлелле ывăтать. Тăрна мăшăрĕсем мĕн виличченех пĕрле пурнаççĕ.

Thumb
Сăрă тăрна
Thumb
Сăрă тăрна ареалĕ
Thumb
Çăмарта

Пирĕн тăрăхри шурлăхлă вырăнсене ака уйăхĕнче вĕçсе килет, авăн-юпа уйăхĕсенче кăнтăралла çул тытать.

Тăрнасен йышĕ пирĕн тăрăхра пысăк мар.

Литература

  • Paul A. Johnsgard Cranes of the world. — Bloomington: Indiana University Press, 1983. — 257 p. — ISBN 9780253112552

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.