Позитрон
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Элементарлă пĕрчĕк
Позитрон (e+) (акăл. positive — пурлă тата «-трон» — электрон ячĕн пайĕ) — электронăн хирĕçлĕ пĕрчĕкĕ.
Антияпала шутне кĕрет, электро авăрĕ +1, спин 1/2, лептон авăрĕ −1 тата йывăрăшĕпе электронпа тан. Позитронпа электрон аннигиляци ĕç-пуçĕ иртнĕ май вĕсен йывăрăшĕ икĕ гамма-квант (сахал чух — виçĕ е чылаях) хăватне куçса каять. Позитронсем радиохастарлă арканун пĕр тĕсĕнче (позитрон эмиссийĕ), çаплах 1,022 МэВ ытларах хăватлă фотонсем япалапа хутшăнăва кĕрсе кайсан çуралаççĕ. Иккĕмĕш ĕç-пуçне «пушмак çурални» теççĕ, мĕншĕн тесен ун чухне фотон, тĕшĕн электромагнитлă уйĕпе тĕкĕшленсе электронпа позитрона çуратать.