From Wikipedia, the free encyclopedia
Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | |||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | |||||
Чи пысăк хула | |||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
вырăнта км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе([[]]) - Йышлăхĕ |
вырăнта /км² | ||||
Валюта ячĕ | |||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ пуçласа таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | |||||
Тетел доменĕ | [[]] | ||||
Тел. префиксĕ |
Пĕчĕк пулнă май Монако кнеçлĕх хăйне хăй пĕр хула пулать, пĕрлĕ муниципалитет тытса тăрать. Хулара тăватă район:
Монако Европăн кăнтăр енче, Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче, Францин Лазурь çыранĕнче, Ниццăран çурçĕр-тухăç енче, 20 çухрăмра вырнаçнă. Типçĕрпе кнеçлĕх Франципе Тинĕсçум Альпă (Alpes-Maritimes) департамент патĕнче чикĕленет,
Çĕр лаптăкĕ 1,91 тăваткал çухрăм. Тинĕс çыран вăрăммăшĕ — 4,1 çухрăм, типçĕр чиккисен вăрăммăшĕ — 4,4 çухрăм. Юлашки 20 çулсенче кнеçлĕх çĕрĕсене тинĕсрен туртса илсе 40 га яхăн ӳстернĕ.
Монако - абсолютлă монархи патшалăхĕ. Патшалăх пуçлăхĕ кнеç пулать. Кнеçлĕх гражданĕсем 1962 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче йышăннă конституципе пурăнаççĕ. Конституци тăрăх тĕрлĕ влаçсене уйăрса хунă пулсан та, кнеç пĕтĕм влаçне хăй аллинче тытса тăрать. Ӗç тăвакан влаçĕн (Патшалăх Ертĕвĕ) пуçлăхĕ - Патшалăх министрĕ, тата унăн шутне Патшалăх Канашĕ кĕреть. Канашĕнче 4 çын. Патшалăх министрĕ Франци гражданĕ, ăна кнеç 3 çуллăха Франци Патшалăх Ертĕвĕ сĕннипе çирĕплетсе йышăнать. Саккуна йышăнакан влаçне шутне кнеç тата 5 çуллăх пĕтĕмлĕ суйлав правипе суйланă пĕрпалатăллă 24 депутатлă Наци Канашĕ (парламент) пулать. Монако Парламенчĕ саккун йышăнма сĕнӳ пама пултараймасть, çак ирĕк кнеçе çеç тивĕçлĕ. Суд влаçне кнеç ертсе пырать; тĕрлĕ суд инстанцисем суд правине унăн ячĕпе тăваççĕ.
Монако халăхĕ 32270 человек (2004). Кнеçлĕх халăх-йыш тăвăрлăхĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта. Ӗçлеме пултаракан çыннисен шучĕ - 62%. Çĕршыв ача-пăча çуралнă енчен кая ӳксе пырать пулсан та (-3,38 ача 1000 çын çине), миграци шучĕпе халăх шучĕ ӳсес коэффициенчĕ 0,44% (2004). Хĕрарăмсем арçынсенчен кăштах нумайрах, коэффициенчĕ - 0,91 (2004). Официаллă чĕлхе — франци чĕлхи; татах та акăлчан, итали тата монегас чĕлхисем анлă сарăлнă. 90% халăхĕ — католицизм тĕнĕпе пурăнаççĕ. Конституципе католицизм официаллă тĕн шутланать. Кнеçлĕхре 125 наци çыннисем пурăнаççĕ.
Кунта вăтамçĕр тинĕс климачĕ, кăштах ăшă хĕл тата типĕ, ăшă та хĕвеллĕ çу. Вăтам температура 16,31 0С. Çулти хĕвеллĕ кунĕсем — 300.
1215 çулта çак çĕре Генуя республики çыннисем пурăнма килнĕ кунта кармансем туса лартнă. 1267 çулхи карлач, 8 Генуя граждан вăрçи вăхăтĕнче Монако çĕрне Франсуа Гримальди майлă çыннсем ярса илнĕ. Çак вăхăтран Монако ирĕклĕ патшалăх Гримальди династи ячĕпе çыхăнать. Халичченех, 700 çул ытла кнеçлĕхе Гримальдисем ертсе пыраççĕ. 1789 çулта çĕршыва Франци аннексиленĕ. Анчах, 1814 çулта Париж килĕшӳ хучĕпе кнеçлĕхĕн ирĕлĕхне каялла тавăрнă. 1865 çулта Монте-Карлора казино уçнă, Франципе таможня ушкăнне кĕнĕ, çĕршыв аталана пуçланă. Пĕрремĕш конституцине 1911 çулта йышăннă. 1993 Монако ООН-а кĕнĕ. Кнеç Ренье III (престола 1949 çулта йышăннă) 1956 çулта голливуд актриссине Грейс Келлине качча илнĕ, çак туя Монакăра питĕ чаплă иртернĕ. Паянкун Ренье III ывăлĕ — кнеç Альберт II, 2005 çулта, ашшĕ вилнĕ хыççăн престол йышăнса юлнăскер — кнеçлĕхе тытса пырать.
Кнеçлĕхĕн ШПП 870 млн. доллар (1999). Ӗçсĕр çынсен шучĕ питĕ сахал. Пĕтĕм ĕç вырăн шучĕ — 39000 — çĕршывра пурăнакан çынсенчен нумаях. Ӗçлекенсен ытларахĕшĕсем — ют çĕр çыннисем. Кнеçлĕх Франципе экономика енĕпе çыхăннă. Икĕ çĕршывăн пĕрлĕх таможня тата финанс системисем. Монако Франци электроэнергипе усă курать. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Монако усă курма çĕнĕ укçа — евро —кĕртнĕ, хăех çак куçана кăларма ирĕк илнĕ. Кнеçлĕхе тĕнчере туристсен тĕпĕ, казино тата сиплĕ климачĕ пулнипе паллă пулать. Çапах та паянкунхи Монако лайăх аталаннă тата тĕрлĕтĕслĕ экономикăпа палăрса тăрать. Туризм, строительство, фармацевтика, хими тата электроника промышленноçĕ, банк тата финанс ĕçĕсен секторĕсем бюджета укçа пухаççĕ. Патшалăхри компанисен пĕр çул хушшинчи укçаçаврăнăшĕ 9 млрд. евро ытла. Кунта налуксем енĕпе питĕ либераллă саккунсем. Кнеçлĕхĕн гражданĕсене (çавăн пекех пĕрмаях Монакăра пурăнакан ют çĕршыв гражданĕсене те, Франци гражданĕсемшĕр пуçне) тухăçĕсем çинчен налуксем тӳлетермеççĕ.
Монако тĕнчепе чукун çулпа, автомобиль, тинĕс çулĕсемпе тата аэропорт урлă çыхăнса тăрать.
Чукун çулсен вăрăммăшĕ 1,7 çухрăм. Чукун çула Франци наци чукун çул компани тытса тăрать. Кнеçлĕх Франципе автомобиль маршручĕсемпе те, хăвăрт пуйăссемпе те çыхăнать.
Автомагистральсен пĕтĕм вăрăммăшĕ 50 çухрăм. Çĕршывра 4 автобус маршручĕ, çаплах та Ницца аэропортне автобус илсе çитерет.
Хулара икĕ тинĕс портчĕ: Ла-Кондамин тата Фонвьей районĕсенче.
Ницца аэропортне Кнеçлĕхрен вертолётпа çитме пулать.
Монако — паллă культура тĕпĕ. 1879 çулта тунă Гарнье залĕнче Монте-Карло Филармони оркестрĕ тата Монте-Карло Опера концертсемпе хăйĕн итлекенĕсене кĕтеççĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенче Нелли Мельба, Энрико Карузо, Фёдор Шаляпин, Пласидо Доминго, Лучано Паворотти юрăсемпе савăнтарнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта Сергей Дягилевăн Вырăс Балечĕ гастрольте çӳренĕ, Нижинский ташланă. Ренье III хăйĕн ашшĕ ятпе Пьер кнеçĕн фондчĕ йĕркеленĕ, вара кашни çул Пысăк литература премине, Ренье III кнеçĕн Кĕвĕ премине тата Тĕнчери паянкунхи ӳнер премине тивĕçтереççĕ. Кашни çул кунта Монакăри Тĕнчери цирк фестивалĕ иртет. Хулара Монако Океанографи Музейĕ ĕçлет. Формула-1 чемпионатне ирттереççĕ— «Гран-При Монако» парнешĕн паллă ăстасем автомобильсемпе мала тухассипе ăмăртаççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.