From Wikipedia, the free encyclopedia
Марсель (фр. Marseille) — Францин пысăк хули, порчĕ, Буш-дю-Рон департаменчĕн администраци тĕпĕ.
Хула Рона шывĕ Вăтамçĕр тинĕсе юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1990 çулта хулара тата тулашĕсенче 1,3 млн. çын пурăннă. Хулара Тĕнче аэропорчĕ, метрополитен, Университет пур. Порт витĕр 90 млн. тонна ытла япала куçараççĕ. Хулара нефть тата нефтехими завочĕсем ĕçлеççĕ, пăрахут-карапсем тата самолетсем тăваççĕ. Кунта Страсбург тата Карлсруэ (Германи) енелле куçармалли Европăн нефть пăрăхĕ пуçланать. Археологи, ӳнер ăсталăх ĕçĕсен, Гробе-Лабадье, Кантини, авалхи Марсель, Антик сутă-илӳ музейĕсем ĕçлеççĕ.
Марселе пирĕн эрăччен 600 çулта никĕсленĕ. Ун чухне вăл Массили ятлă пулнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.