Марк Твен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Марк Твен (акăл. Mark Twain, чӑн яҫӗ Сэ́мюэл Лэ́нгхорн Кле́менс, акăл. Samuel Langhorne Clemens; 30 чӳк 1835, Флорида ял вырӑнӗ, Миссури, АПШ — 21 ака 1910, Реддинг, Коннектикут, АПШ) — америка ҫыравҫи, журналисчӗ тата пӗрлӗх ӗҫченӗ. Унӑн пултарулӑхне нумай жанрсем — юмор, сатира, философиллӗ фантастика, публицистика тата ытте те кӗреҫҫӗ, пуринче те вӑл гуманист тата демократ пулса тӑрать.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Марк Твен | |
Марк Твен, 1909 çул | |
Çуралнă чухнехи ят: | акăл. Samuel Langhorne Clemens |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 30 чӳк 1835 |
Çуралнă вырăн: | АПШ |
Вилнĕ вăхăт: | 21 ака 1910 |
Вилнĕ вырăн: | АПШ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçӑ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1864—1910 |
Тĕлĕ: | Реализм |
Ĕçсен чĕлхи: | акӑлчан |
Закрыть
Уильям Фолкнер Марк Твен «чӑннипех пӗрремӗш америка ҫыравҫи, унтанпа эпир пур те - унӑн несӗлӗсем», - тесе ҫырнӑ, Эрнест Хемингуэй вара хальхи пӗтӗм америка ҫыравлӑхӗ Марк Твенӑн пӗр кӗнекинчен тухнӑ тесе шутланӑ, ку вӑл - «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени». Вырӑс ҫыравҫӗсенчен чи ӑшшӑн Марк Твена Максим Горькийпе Александр Куприн асӑннӑ.