Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Левитская Лия Сергеевна (1931 çул, чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕ — 2009 çул, юпан 2-мĕшĕ, Мускав) — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, тюрколог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Ăслăлăх академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнчи тĕрĕк чĕлхисен секторĕн ĕçченĕ.
Лия Левитская | |
Çуралнă вăхăт: | 1931, чӳк, 23 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав |
Вилнĕ вăхăт: | 2009, юпа, 2 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав |
Ăслăх сфери: | тюркологи |
Ăсчах степенĕ: | филологи ăслăхĕсен кандидачĕ |
Альма-матер: | Мускав патшалăх университечĕ |
Паллă вĕренекенсем: | Юдит Дмитриева-Солонтаи, Елена Лебедева, Олег Мудрак, Анна Дыбо |
Паллă: | тĕрĕк чĕлхисен пĕлĕвĕн ăстаçи, сравнительно-исторической грамматике тюркских языков, тĕрĕк этимологин, историлле фонетика тата чăваш чĕлхин морфологин ăстаçи |
Лия Сергеевна 1931 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра çуралнă.
Мускаври патшалăх университетĕнче, СССР Ăслăлăх академийĕ çумĕнчи пĕлĕвĕн институтĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1966 çулта «Чăваш чĕлхин историллĕ фонетики» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Лия Левитская çырнă «Чăваш чĕлхин историллĕ морфологийĕ» (Историческая морфология чувашского языка. М., 1976) тĕпчев те пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл паян кунччен те историллĕ грамматика проблемисем çинчен çырнă чи лайăх ĕçсенчен пĕри шутланать. Кунта пĕрремĕш хут чăваш чĕлхин сăмах пулăвĕпе сăмах улшăнăвĕн аффикссемпе формисен историйĕ çинчен туллин çырса кăтартнă, чылай ыйтăва çĕнĕлле пăхса хакланă.
Лия Левитская чăваш лексикин историйĕпе этимологине тĕпчесе ăслăх ĕçĕсене çырать.
Э.В.Севортянăн тĕрĕк чĕлхисен словарьне кăларас ĕçе те хастаррăн хутшăннă. (Этимологический словарь тюркских языков. Общетюркские и межтюркские основы на гласные. М., 1974 (ЭСТЯ); ЭСТЯ на букву «Б». М., 1978; ЭСТЯ на буквы «В», «Г», «Д». М., 1980). Авторĕ çĕре кăрсен çак словарĕн тепĕр томĕн яваплă редакторĕн ĕçĕсене туса пынă (ЭСТЯ на буквы «Ж», «Ж,», «Й». М., 1989). 1997 çулта тухнă черетлĕ томăн авторĕсенчен пĕри пулнă (ЭСТЯ на буквы «К,», «К». М., 1997).
Лия Сергеевна 2009 çулхи юпан 2-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.