Кьюпи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кьюпи (акӑлч. Kewpie) — Роуз О'Нил карикатурист шутласа кӑларнӑ комикс персонажӗ пек пукане брендчӗ. О'Нил комиксӗсем 1909-мӗш ҫулта пичетрен тухнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк персонаж-амурсене сӑнарлакан мультфильмсене халӑх кӑмӑлланӑ, вара О'Нил Кьюпи версийӗсене хутран тунӑ пуканесем валли капӑрласа сутма пуҫланӑ. Пӗрремӗш хут персонажсене фарфортан Германири Вальтерсхаузенра ӑсталанӑ, 1912-мӗш ҫултан пуҫласа пуканесем 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче анлӑн сарӑлса халӑха савӑнтарнӑ.
![Кьюпи пукане](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/3d/Celluloid_Kewpie_doll.jpg/120px-Celluloid_Kewpie_doll.jpg)
Чи малтанах Кьюпи пуканесене бисквитран ҫех туса кӑларнӑ, 1920-мӗш ҫулсенче вара тӗрлӗ тӗслӗ композицисем, ҫитес вунҫуллӑхсенче целлулоидран туса кӑларнӑ. 1949-мӗш ҫулта Эффанби пукане пӗрремӗш тӗсне хытӑ пластикран, ҫемҫе резинӑран тата винилран Cameo Co. тата Jesco компанисем 1960-мӗш ҫҫ. 1990-мӗш ҫҫ. хушшинче хатӗрлесе кӑларнӑ.