Куславкка

From Wikipedia, the free encyclopedia

Куславккаmap

Куславкка, - Чăваш Енре вырнаçнă хула, Куславкка районĕн администраци центрĕ. 1938 çултан ĕçлекенсен паççулки, 1967 çулхи чӳк уйăхĕн 20хула статусĕнче.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Куславкка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Краткие факты
Куславкка
Thumb
Куславкка 2014
Ялав Герб
Thumb Thumb
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районКуславкка
Координатсем55°50′00″ с. ш. 48°15′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ1671
Пĕрремĕш асăну1671
Центр çӳллĕшĕ70 м
Этнохоронимкуславккасем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83534
Почтă индексĕ429430
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 219 501
Официаллă сайчĕкаçă
Thumb
Thumb
Закрыть

Тавралăхĕ

Хула Шупашкартан 97 çм Хусана каймалли М-7 трасса çинче вырнаçнă, географи енчен питĕ тĕплĕ: 1) виçĕ республикăн — Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан —чиккисем çыхăннă тĕлте Атăлăн сылтăм çыранĕнче; 2) хуларан 9 çм ХусанЧулхула автотрасса иртет; 3) Куславкка пристанĕнчи Атăл урлă каçă; 4)çурт-йĕр тумалли материал (тăм, акшар, доломит) пурри.

Хула тĕлĕнче Атăла Шуршу шывĕ юхса кĕрет.

Истори

Халăх халапĕсем тăрăх, вырăссем киличчен кунта чăвашсем пурăннă, каярахпа вĕсем Кивĕ Тĕрлемесе куçса кайнă. Куславкка вырăнĕнчи чăвашсем пурăннă вырăна Шахтарка тенĕ. Çĕрсене Аслă Петĕр патша Мясников генерала валеçсе панă, лешĕ вара кунта креппостла хресченсене илсе килнĕ. Мясников генерал Тамбов кĕпĕрнинчи Козлов хулинчен пулнине кура кунти яла Козловка тенĕ (чăвашла Куславкка). Чăн та, урăхларах версисем те пур.[1]

Хула гербĕ

Хула гербне 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче район депутачĕсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — тăван ен тĕпчевçи Н.Г. Зайцев.

Халăх йышĕ

1999 çулхи 1 кăрлач уйăхĕнче Куславккара 12,9 пин çын пурăннă (1939 — 5 пин, 1959 — 8,5 пин, 1979 — 11,8 пин, 1989 — 12,7 пин).

Промăçлăхĕ

Хулан пысăк промăçлă предприятийĕ —Куславкка автофургон комбиначĕ. Апат-çимĕç промăçлăхĕ — çăкар комбиначĕ, сĕт-çу завочĕ, 2 пулă хатĕрлекен предприяти. Çаплах çĕвĕ фабрики, металл хатĕрĕсен завочĕ ĕçлет.

Çутĕç, культура

Хулара 3 вăтам шкул, ĕçлекенсен каçхи шкулĕ, шкул-интернат (2006 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче ача-пăча çуртне куçарнă), Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн ăслăлăх-пĕлӳ центрĕ (экономика тата юридици факультечĕсем), лицей, мусăк, пултарулăх, спорт шкулĕсем, 4 вулавăш, кинотеатр, культура çурчĕ, Н. И. Лобачевскин музей-çурчĕ. Хула типографинче «Ялав» хаçата пичетлеççĕ.

Кăсăклă фактсем

Хулан чăвашла ячĕ шухăша ярать. Ку тĕлĕшпе çакăн пек сăвăлла текст та пур:

Çут тĕнчере Козловкăсем пайтах.
Чăваш Енре пурри те паллă, авă.
Тен, чăн та, Куславкка пĕрре анчах?
Аттемĕр Атăл хĕрринчи хула вăл!

Вуламалли

  • Клементьев В. Н. Козловка. Исторический очерк. Ч., 1997.

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.