{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Подробнее Калабриа Calabria ...
Калабриа
Calabria
Thumb
Зона: Кăнтăр Итали
Тĕп хула: Катандзаро
Лаптăк: 15 082 км²
Пурăнан халăх: 2 009 506 çын
Халăх йышлăхĕ: 132 çын/км²
Провинцисем: Катандзаро, Козенца, Кротоне, Реджо-Калабрия, Вибо-Валентия
Коммунăсем: 409
Пуçлăх: Джузеппе Скопеллити  (2010)
Thumb
Официаллă сайт
Закрыть
Thumb
Калабри

Калабриа (итал. Calabria, неап. Calavria, лат. Brut(t)ium, Calabria)  - Кăнтăр Италин администрациллĕ ен ( облаç). Вăл 5 провинцирен тытăнса тăрать, виççĕшĕ — историллĕ, Реджо-Калабриа, Козенца тата Катандзаро, иккĕшĕ хальхи, Кротоне тата Вибо Валентиа.

Калабриа тĕп хули — Катандзаро, çаплах вăлах пĕр ятлă провинцин центрĕ. Пурăнан халăх йышĕ — 2 050 478 çын (2000).

Тавралăхĕ

Калабриа Апеннин çурутравĕн чи кăнтăр пайĕнче, тепĕр чухне ытарăшлă, «итал атти вĕçĕнче» вырнаçнă. Анăçран ăна Тирра, тухăçран — Иона тинĕсĕ, çурçĕр-тухăçран — Таранто кӳлмекĕ хупăрлать, кăнтăр-анăçра Сицилирен Мессина тинĕс пырĕ уйăрать, унăн чи ансăр вырăнĕ (Сицилири Пелоро сăмсахĕпе Калабрири Пецо сăмсахĕ хушшинче) 3,2 çм кăна — Аспроманте массивĕпе Пелори хысакĕ хушшинчи тектоника çыхăнăвне пула. Авалхи хула тата пĕр ятлă провинцин центрĕ — Реджо-ди-Калабриа — хирĕçлех, тинĕспырĕ урлă, сицили хули Мессина ларать.

Çурçĕр енче Калабриа Базиликата провинципе чикĕ тытать.

Çĕр пичĕ

Калабри кӳлмекĕсем:

  • Кориляно кӳлмекĕ (Таранто кӳлмекĕн пайĕ);
  • Джойа-Тауро кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ);
  • Поликастр кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ), çаплах Кампаниа тата Базиликата регионĕсен çыранĕсене хум çапать;
  • Тс. Евфемия кӳлмекĕ (Тирра тинĕсĕ);
  • Скуиллачи кӳлмекĕ (Иона тинĕсĕ);

Калабриа çĕр пичĕ ытларах сăртлă (сăртсем регионăн 49,2 % территорине йышăнаççĕ). Калабриа чылай территорийĕ (41,8 %) ту районĕсем.

Шывсем

Патшалăх-администраци тытăмлăхĕ

Ĕç тăвакан влаç: Регион правительстви (Giunta Regionale) шутне регион пуçлăхĕ (Presidente della Regione), — ăна 5-çуллăха суйлаççĕ, унăн çумĕ тата министрсем (вĕсен шучĕ халĕ 11 çитет) кĕреççĕ[1]

Thumb
Калабрия провинцийĕ

Саккун тăвакан влаç: Регион канашĕ (парламент) (Consiglio Regionale della Calabria) 50 пайташран тытăнса тăрать, вĕсене 5-çуллăха суйлаççĕ.[2]

Вырăнти влаç органĕсем питĕ коррупциллĕ. Мафие хирĕç кĕрешекен Роберто Савиани çыравçă каланипе, Калабриа регион канашĕн 50 пайташĕнчен 35-ĕшĕ тĕрмере ларса тухнă, вĕсене тĕпчĕççĕ е правона пăснăшăн айăплаççĕ.[3]

Лингва-этнографи пахалăхĕ

Хуçалăх

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.