Кăшлавçăсем (лат. Rodentia) — сĕт ĕçекенсен чи йышлă ушкăнĕ. Mammal Species of the World (2005) хыпар кĕнекинче 2277 кăшлакан чĕрчуна асăннă[1]. Çак ушкăна кĕрекенсем диастемăпа тата çӳлти тата аялти янахсенче пĕрер мăшăр шултра касав шăлсемпе уйрăлса тăраççĕ.

Пур çĕрте те сарăлнă, хăшпĕр утрав çинче, çаплах Антарктидăра çеç çук.

Сăнĕ-тĕсĕ

Кăшлакан чĕрчунсен кĕлеткисем пысăках мар, 5 см хăшпĕр шăшин, 130 см капибарăн[2]. Вăтамран, 50 см ытла мар[3]. Хӳри қелеткинчен чылаях вăрăмрах (пĕчĕк шăшисен тата тушканчиксен), çаплах пачах та çук пулать[2].

Пысăкăш

Thumb
Капибара, халĕ пурăнакан мăнтай кăшлавçă, 91 кг çити таять.

Çынпа хутшăнни

Чир-чĕр ертекенсем

Этемпе юнашар пурăнакан кăшлавçăсем, килте-и е тискер чĕрчунсем-и - чире саракансем шутланаççĕ[4]. Сăмахран, кăшлакан чĕрчунсем яланах листери инфекцине ертеççĕ[5]. Унсăр пуçне вĕсен шăкĕнчи шурри е юн шывĕ аллерги тăваççĕ[4].

Пăрăнтăксем çутçанталăкра сахалтан та 8 хăрушла чире чĕртекене, вĕсен хушшинче сăвăс энцефаличĕ, риккетсиоз, токсоплазмоз тата ур., ертеççĕ[6] Сăвăрсем çутçанталăкри бубон чумине куçараççĕ.[7]

Ял хуçалăхĕнче сиен кӳрекенсем

Кăшлавçăсем культурăра

Миниатюрăсем çинче

Тĕрлĕрен кăшлавçăна марккă, вак укçа тата паллăх медалĕсем çинче чылай патшалăхра ӳкернĕ. Çапла, сăмахран Раççей банкĕ 2008 çулхи утăн 1-мĕшĕнче «Сохраним наш мир» вак укçа серинче хаклă металран çапнă 8 паллă вак укçа хушшинче ахаль хăнтăра кăтартнă. Мăйăр катакан пакшана 1992 çулта пичетленĕ 50 пуслă беларус купюрин аверсĕ çинче пур[8].

Геральдикăра

  • Коми Республикинчи Кулом вăрри районĕн гербĕ çинче пакша урисемпе мăйăра тытса тăрать, çак ĕнтĕ кунти вăрман пуянлăхне палăртать[9].
  • Сарăлнă геральдика чĕрчунĕ — хăнтăр. Унăн сăнарне Европăри темиçе хулан гербĕ çине вырнаçтарнă: Омли, Норвеги; Беверн, Германи; Биберштайн, Швейцари; Ломжа, Польша; Тĕмен, РФ; Веброн, Франци.

Асăрхавсем

Литература

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.