![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Pole-south.gif/640px-Pole-south.gif&w=640&q=50)
Кăнтăр полюсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăнтăр полюсĕ —
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Pole-south.gif/320px-Pole-south.gif)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/3e/SPSM.05.jpg/640px-SPSM.05.jpg)
Кăнтăр полюсĕ 2800 м çӳллĕшĕнче, Антарктидăри Полюс патинче вырнаçнă. Çулталăкри вăтам температура −48,9 °C, чи пысăкки −14,7 °C, чи пĕчĕкки −74,3 °C). Пăр хулăнăшĕ 2840 м.
Чи малтан кăнтăр полюсне Амундсен ертсе пыракан норвеги антарктика экспедицийĕ çитнĕ (1910-1912 çç). Экспедицине Бьолан Олаф, Сверре Хассель, Хансен Хельмер тата Оскар Вистинг хутшăннă. 1912-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕнче Скотт Роберт ертсе пыракан акăлчансен Терра Нова экспдицийĕ çитет. 1929-мĕш çулта Бэрд Ричард американец самолетпа Кăнтăр полюсĕ урлă вĕçсе каять. 1958-мĕç çулта акăлчансен трансаантарктика экспедицийĕ Уэделл тинĕсĕнчен Росс тинĕсне Кăнтăр полюсĕ витĕр каять.
1957-мĕш çульан кăнтăр полюсĕнче Америкăн Амундсен-Скотт антарктика станцийĕ вырнаçнă.