Кăк (этнологи)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăк — социаллă йĕркеленÿсенчен пĕри, хăйсем ăçтан пулса кайнине пĕр йĕрпе пыракан несĕлсенчен тата пĕр тĕп несĕлтен тухнă пек шутлакан çынсен ушкăнĕ. Çав çынсем хайхи тĕп несĕл патне илсе çитерекен линие йĕрлесе тухма пултараймаçсĕ пулсан, кунашкал кăка клан теççĕ, енчен те пурте харкам хăйен çав йĕрне пĕлеççĕ шутланать пулсан, ку линидж пулать.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кăк пăхăр.
Калас пулать, кăк, несĕл, йăх, ăру, лам, тăван, ратне, эрттел тенисем кулленхи пурнăçра час-часах синонимсем пек çÿреççĕ. Анчах та термин шайĕнче вĕсене уйăрса пăхма тивет.