![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/52/Degradation_alfred_dreyfus.jpg/640px-Degradation_alfred_dreyfus.jpg&w=640&q=50)
Дрейфус ӗҫӗ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Дрейфус ӗҫӗ - Францири 1894 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ суд ӗҫе тата ун хыҫҫӑн пулнӑ социаллӑ хирӗҫӳ (1896—1906). Ку ӗҫре Альфред Дрейфус капитана (1859—1935), франци генераллӑ штабӗн офицерне, Эльзасра (ун чух Германине кӗнӗ), ҫуралнӑ еврейе Герман импери майлӑ шпионлӑ ӗҫ тунӑ тесе суя айӑпласа тата пӗрлӗхри антисемитлӑ шухӑшсене пула, ҫар сучӗ пурнӑҫӗ вӗҫӗччен Кайеннана каторгана янӑ. Ҫав ӗҫ пӗрлӗхре пысӑк янӑравлӑ пулса XIX ӗмӗр вӗҫенче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Франци тата Европа кун-ҫулӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/52/Degradation_alfred_dreyfus.jpg/640px-Degradation_alfred_dreyfus.jpg)
1906 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дрейфусӑн таса ятне тавӑрса реабилитаци тунӑ.