Ддкириллица çинче тытăнса тăракан алфавитсенчи, чăваш алфавитĕнчи улттăмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «дă». И.Я.Яковлев 1871 çулта хатĕрленĕ пĕрремĕш алфавита Дд саспаллине кĕртнĕ пулнă, вăл тĕп чăваш сăмахĕсенчи янăраса илтĕнекен шавлă хупă сасса пĕлтернĕ (малдан «малтан», сандан «сантан»), анчах та алфавитăн иккĕмĕш вариантĕнчен (1872) ăна кăларнă.

Çĕнĕ чăваш çырулăхне тепĕр хут 1938 çулта кĕртнĕ. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче çеç çыраççĕ (директор, домна, художник, отряд).

Дд саспалли кивĕ чăваш çырулăх палăкĕсенче те тĕл пулать. Унта вăл икĕ уçă сасă хушшинчи тата янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинчи янăраса илтĕнекен шавлă хупă сасса пĕлтернĕ (вада «ватă», ялды «ялти»).

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.