From Wikipedia, the free encyclopedia
Граубю́нден е Гризо́н (ним. Graubünden, итал. Grigioni (ломб. Grisun), ромш. Grischun, фр. Grisons) — Швейцариин кăнтăр-аңăç енчи кантон. Администраци центрĕ — Кур хула. 193 920 çын пурăнать (14-мĕш вырăнти кантон; 2012 ç. хыпарĕсем).
Граубюнден ним. Graubünden, итал. Grigioni ромш. Grischun, фр. Grisons | |||
| |||
Патшалăх | Швейцари | ||
---|---|---|---|
Статус | Кантон | ||
Администраци центрĕ | Кур | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1803 | ||
Официаллă чĕлхе | Нимĕç, Романш, Итал | ||
Пурăнан халăх | 193 920 çын | ||
Йышлăх | 27,29 çын/çм² (26-мĕш вырăн) | ||
Лаптăк | 7105,2 çм² | ||
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ • Максималлă çӳллĕ вырăн |
| ||
Вăхăт тăрăхĕ | CET (UTC+1, çулла UTC+2) | ||
ISO 3166-2 кочĕ | CH-GR | ||
Автом. номерĕсен кочĕ | GR | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Лаптăкĕ — 7105 км² (кантонсем хушшинче 1-мĕш вырăнта).
Рим тĕнчене тытса тăнă тапхăрта Граубюнден Рецин пайĕ шутланнă. Халăхсен куçăвĕ çак çĕре кăштах çеç çапăннă; чĕлхе те, вырăнти халăх та упранса юлнă. VI ĕмĕрте Реция франксен аллине лекнĕ; Аслă Карл астулра чухне темиçе графлăха вакланнă, Х ĕмĕрте Алемания çумне хушăннă, майĕпен нумай тĕнче тата хакал облаçĕсене пайланнă, вĕсенчен чи пысăкки Кур епископлăхĕ пулнă. Кур хулана тата çĕрĕçтеш общинисене панă льготăсене пула патшалăх демократи енĕпе аталанма тытăннă.
Граубюнден кантонĕ политика йĕркеленĕвĕ статусне Вăтам ĕмĕрсенче виç лигă пĕрлешĕвĕ евĕр — общинăсем, феодал çĕрĕсем тата урăх вак çĕрсем пуçтарăннипе пулса тăнă. XIV ĕмĕрте Петĕр епископ свет влаçне Австрие парасшăн тăнă, анчах та общинăсем хирĕç тăнă, вĕсем пĕрлешĕннĕ (Gotteshausbund) те кĕçех епископпа пĕрле влаçа тытма тытăннă. XV ĕмĕрте çак пĕрлешӳ тепĕр ик урăххипе - Тури, е Сăрă (Graue Bund), тата Вунпĕрлĕх (Zehngerichtenbund) - пĕр пулнă.
Кантон 11 тăрăха пайланать:
Граубюнден нумай чĕлхеллĕ кантон шутланать. Нимĕç тата итал (тĕрĕсрех галл-итал чĕлхин ломбард калаçăвĕ). Унтах Швейцарин тăваттăмĕш наци чĕлхи — романш чĕлхипе усă кураççĕ.
Кантонра Швейцарири пĕртен-пĕр Наци Паркĕ вырнаçнă. Кантонра çаплах паллă Давос курорт пур.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.