Генетика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Генетика (грек. γενητως — ҫуратакан, камран та пулин пулса тухакан) — генсене, генетика вариацийӗсен тата организмсенчи несӗллӗхе еткерсе илнине тӗпчекен биологи пайӗ.
Тӗпчевӗн тӗлӗнчен килнӗ май ӳсентӑрансен, чӗрчунсен, микроорганизмсен, ҫынӑн тата ыттисен; усӑ куракан ытти дисциплинӑсен меслечӗсенчен килекен — молекула генетикине, экологи генетикине тата ыттисен генетикине уйӑрса илеҫҫӗ.
Генетика шухӑшлавӗ тата генетика меслечӗ медицинӑра, ял хуҫалӑхӗнче, микробиологи промӑҫлӑхӗнче тата ген инженерийӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.