From Wikipedia, the free encyclopedia
Витами́нсем ( лат. vita — пурнăç) — тĕрлĕ хими группине кĕрекен сахал молекулăллă органика çыхăнăвĕсен ушкăнĕ. Ку çыхăнусем гетеротроф организăмĕсен апатĕнче пулмалла. Автотроф организăмĕсене те витаминсем кирлĕ, вĕсем хăшпĕр пайне синнтезлеççĕ е тавралăхран тупаççĕ. Фитопланктон ӳстермелли ятарлă средасене яланах витаминсем кĕртеççĕ [1].
Витаминсен структурине, химине, организăмра мĕнле тытнине, медицинира мĕнле усă курмалине тишкерекен биохими, апат гигиени, фармакологи тата ытти ăслăх пайĕсене витаминологи.[2] тесе паллăртаççĕ.
Организăмра витаминсем синтезленмеççĕ. Çавăнпа вĕсем яланах çителĕклĕ шайра апатпа е медицина препарачĕсемпе çимелле. Çынăн пыршисенчи микроорганизăмĕсем К тата B3 синтезлеççĕ.
Витаминсем организма кĕрессин пăсăлнипе виçĕ патологи уйăраççĕ: авитаминоз - витамин çукки, гиповитаминоз - витамин çитменни тата гипервитаминоз - витамин ытлашши.
Витаминсем вуннă ытла паллă. Вĕсене çура ирĕлекен - A, D, E, K тата шывра ирĕлекен - ытттисем (В, с, т.ыт) çине пайлаççĕ Известно около полутора десятков витаминов. Çура ирĕлекенисем организăмра пухăнаççĕ (депо - пĕвер тата çу). Шывра ирĕлекенсем пухăнмаççĕ, нумайрах пулсан организăмран шывпа пĕрле тухса каяççĕ.
Витаминсем нумай биологи реакцисене ферментсен активлă центрĕсенче хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем протогормонсен е гормонсен сигнал функцине пурнçлама пултараççĕ.
Антивитаминсем (грек ἀντί — хирĕç, лат. vita — пурнăç) — витаминсен хастарлăхне путаракан органикăлла çыхăнусен ушкăнĕ. Ку çыхăнусен хими структури витаминенни евĕр, анчах биологи енчен хирĕçле витĕмлĕ. Организăма лексен вĕсем витаминсем вырăнне реакцисене кĕрсе йĕркеллĕ юхăмне чараççĕ е пăсаççĕ. Антивитаминсем пĕтĕм витаминсен тенĕ пекех пур.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.