Барион
From Wikipedia, the free encyclopedia
Барионсем (грек βαρύς — йытвăр) — Элементарлă пĕрчĕксен çемйи, хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕне пăхăнакан фермионсем, виçĕ кваркран тытăнса тăраççĕ (барионсем 5 тата ытла шутлă кварксенчен тăрать тесе шутлани те пур, анчах ăна тĕпчесе çирĕплетмен). Барионсем мезонсемпе (кусем икĕ кваркран чăмăртаннă) пĕрле элементарлă пĕрчĕксен хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕсен ушкăнне пуçтарăнаççĕ, вĕсене тепĕр ячĕпе адронсем теççĕ.
Барионсем шутне (йывăрăшĕ ӳссе пынă май): протон, нейтрон, ламбда-гиперон, сигма-гиперон, кси-гиперон, омега-гиперон. омега-гиперонăн йывăрăшĕ (3278 электрон йывăрăшлĕ), протонăнчен 1,8 хут ытларах.