Ахаль ăтăр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ăтăр - çинçе кĕлеткеллĕ вăрăм чĕрчун. Вăл утса çӳреме те, чупма та питĕ ăста: 10 çухрăма пĕр канмасăрах кайма пултарать. Шывра та хăйне лайăх туять. Унта 3 минут ытла тăма пултарать. Таса, хăвăрт юхакан шывсене кăмăллать. Ытларах пулăпа тăранать, анчах рак, шапа, хурт-кăпшанкă та тиркесех каймасть. Йăви чăнкă çыранта вырнаçать пулин те, кĕмелли шăтăкне курма çук - ăна ăтăр шыв айĕнчен тăвать. Ăтăр питĕ сыхлавлă чĕрчун шутланать, çавăнпа та апата каçхине кăна тухать. Пирĕн тăрăхра ăтăрăн тĕп тăшманĕ - этем. Çынсем ăтăра паха та хаклă тирĕшĕн тытаççĕ. Çавăнпа та ăтăр йышĕ пирĕн тăрăхра питĕ пĕчĕк.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/1/14/European_Otter_distribution.png/640px-European_Otter_distribution.png)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b5/Fischotter_Lutra_lutra1.jpg/640px-Fischotter_Lutra_lutra1.jpg)