Ассасинсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ассасинсем (перс. حَشّاشین, арап. الحشَّاشين, al-Ḥaššāšīn) — XI−XIII ĕмĕрсенче хастар пулнă исмаилит-низаритсен уйрăм патшалăхĕн тĕн-çар пĕрлешĕвĕнчи пайташсем. Хальхи Таджикистан, Иран тата Сири ту çĕрĕсене йышăнса пурăннă. Исламри шиит юхăмне кĕрекен исмаилит ушкăнĕнчи çар çыннисем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлас тесе уççăн çапăçман, вăрттăн ĕçленĕ, çавна пула политикăри хăйсен тăшманĕсене, пуринчен малтан суннăллă сельджуксен патшалăхне, питĕ нумай чăрмав кӳнĕ.