![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/93/Alofi.jpg/640px-Alofi.jpg&w=640&q=50)
Алофи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Алофи — (акăл. Alofi) — Ниуэ утравӗн (Ҫӗнӗ Зеландини пӑхӑнуллӑхӗ) административлӑ тӗпӗ, Лӑпкӑ океанӗн кӑнтӑр пайӗнчи посёлок. Халӑхӗ — 639 ҫын (2011). Икӗ пайран тӑрӑть — Ҫурҫӗр Алофи (халӑхӗ 215 ҫын) тата Кӑнтӑр Алофи (халӑхӗ 424 ҫын), кунта патшалӑх пуҫлӑхӗсен вырнаҫӗвӗ. Порт пур, копра тата банан сутаҫҫӗ.