Маяк пӑхаканӗ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Маяк пӑхаканӗ — маяк йӗркеллӗ ӗҫленине тӗрӗслесе тӑракан ҫын. Ӗмӗр-ӗмӗр хушши вӗсем маяк ҫути сӳнесрен пӑхса тӑнӑ. XX ӗмӗрте чылай маяка автоматизациленине пула ку ӗҫе пӗлекенсем сахалтарах кирлӗ пулса тӑнӑ пулин те, вӑл халӗ те кирлисен шутне кӗрет. Професси питӗ романтикӑллӑ пулнӑ май, ку ӗҫпе тӑрашакансем ӳнер хайлавӗсенче, литературӑра тата кӗвӗ-юрӑра сӑнарланаҫҫӗ.