From Wikipedia, the free encyclopedia
Итал чĕлхи (lingua italiana) — Итали, Ватикан (латин чĕлхипе пĕрле), Сан-Марино, Швейцари (нимĕç, франци тата швейцар ретороман чĕлхисемпе пĕр танах). Хорватипе Словенири чылай итал халăхĕ пурăнакан темиçе тăрăхра иккĕмĕш официалă чĕлхе пулать.
Итал чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | italiano, lingua italiana итлеме |
Патшалăхсем: | Итали, Сан-Марино, Ватикан, Швейцари, Словени, Хорвати, Франци, Монако, Ливи, Тунис, Эритрей, Эфиопи, Сомали, Мальта, Албани |
Официаллă статус: | Итали, Ватикан, Сан-Марино, Швейцари, ЕП |
Рейтинг: | 18 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | it |
ISO 639-2: | ita |
ISO 639-3: | ita |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Итал чĕлхи Итали территоринче саралнă халăх латынĕнчен пуçланать. Вăтам ĕмĕрлĕхре, ун чухне Итали политика енчен сапаланнă пулнă, пĕрлĕ литература чĕлхи пулман, çапах та тĕрлĕ диалектлă çыру палăкĕсем сыхланса юлнă. Çĕнетӳ тапхăрĕнчен пуçласа чи хисеплĕ диалект Тоскана, терĕсрех — Флоренци диалекчĕ шутланать, çак диалектпа Данте, Петрарка тата Боккаччо çырнă. Çапах та, пуян пĕлӳ илнĕ çынсем классик таса латыньпе танлаштарса итал чĕлхине «вульгарлă» — volgare тенĕ. XVIII—XIX ĕмĕрсенчен пуçласа çурçĕрпе кăнтăр идиомĕсен хушшинчи куçăмлă тоскана диалекчĕн никĕсĕпе пĕрлешӳллĕ итал чĕлхи хормăланать. Çав хушăрах Итали территоринче темиçе диалект саралнă пулнă, вĕсем хушшинчи хутшăну йывăр шутланнă: çурçĕр итал диалекчĕсем истори енчен галл-роман, кăнтăр итал — итал-роман шутне кĕнĕ. Диалектсемсĕр пуçне, итал литература чĕлхин темиçе тĕслехĕ[1], çаплах уйрăм чĕлхе шутланакан идиомăсем (пирваях сардинпа фриул) пур.
Сасă палли | Пуплев | Ячĕ |
---|---|---|
A a | [a] (а) | a |
B b | [b] (б) | bi |
С с | [k], [ʧ] (к, ч) | сі |
D d | [d] (д) | di |
E e | [e], [ɛ] (э) | e |
F f | [f] (ф) | effe |
G g | [g], [ʤ] (г, дж/ж) | gi |
H h | текста пăхăр | acca |
I i | [i], [j] (и, й, ь) текста пăхăр |
i |
L l | [l] (ль) | elle |
M m | [m] (м) | emme |
N n | [n] (н) | enne |
O o | [o], [ɔ] (о) | o |
P p | [p] (п) | pi |
Q q | [k] qu [kw] юнашар кăна |
cu |
R r | [r] (р) | erre |
S s | [s], [z] (с, з) | esse |
T t | [t] (т) | ti |
U u | [u], [w] (у) | u |
V v | [v] (в) | vi, vu |
Z z | [ʦ], [ʣ] (ц, дз/ѕ) | zeta |
Ют çĕр сăмахĕсене çырнă чух кăна | ||
J j | [j] (й) | i lungo |
K k | [k] (к) | cappa |
X x | [ks] (кс) | ics |
W w | [v] (в, у) | vu doppia |
Y y | [i] (и, й) | ipsilon, i greca |
Литература итал чĕлхинчи уçă монофтонгĕсене таблицăра кăтартнă:
Итал чĕлхинче:
Икĕ ăрат:аçа (maschile) тата ама (femminile). Ӳкĕмсем çук, предлогсем кăна.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.