Нестер Кириллович Янкас — чăваш прозăçи, сăвăçи[1][2]
Нестер Янкас | |
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 5, 1909 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Янкас ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Красноармейски районĕ, Чăваш Ен), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Авăн, 5, 1942 |
Вилнĕ вырăн: | анат тагил тĕрми, Анат Тагил, РСФСР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, тăлмачĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Кун-çулĕ
Нестер Кириллович 1909 çулта пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче (кивӗ стильпе нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче) Етĕрне уесне кĕрекен Янкас ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи фабрикăпа-завод шкулĕнчен (ФЗО) вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă.
1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ.
1928 çултан пичете тухнă. 30-мĕш çулсен вĕçĕнче Нестер Янкаса репрессиленĕ. Сăвăçăн кун-çулĕ Анат Тагил хулин сивĕ тĕрминче 1942-мĕш çулхи авăн 5-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă.
Ӳнер пултарулăхĕ
Н. Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастар кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ăна 1934 çулта СССР Çы равçисен Пĕрлешĕвне хутшăннă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрсем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).
Кĕнекесем
- "Сăвăсем", 1930 ç.
- "Викторпа шăнкăрч", 1931 ç.
- "Ирхи йĕрсем", 1931 ç.
- "Кĕркунне", 1935 ç.
- "Çул çинче", 1938 ç.
- "Чăваш поэзийĕн анталогийĕ", 1939 ç.
- "Ӗç кĕввисем", 1940 ç.
- "Парне", 1940 ç.
- "Михаç", 1940 ç.
- "Иккĕмĕш парне", 1941 ç.
- "Катя", 1958 ç.
- "Лирика", 1961 ç.
- "Телейлĕ çул", 1985 ç.
- "Улăх кĕвви", 1991 ç.
- "Халал", 1999 ç.
Куçарусем
- А.С.Пушкин "Чаадаева"
- А.С.Пушкин "Ял"
- А.С.Пушкин "Тĕрме çынни"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи каç"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи ир"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи çул"
- А.С.Пушкин "Палăк"
- А.С.Пушкин "Кайăк"
- А.С.Пушкин "Шăпчăкпа куккук" (пурĕ 18 сăвă).
- А.С.Пушкин "Хыт кукар рыцарь" трагеди
- М.Ю.Лермонтов "Тамань"
Асăрхавсем
Вуламалли
Çавăн пекех
Каçăсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.