From Wikipedia, the free encyclopedia
ЮНЕСКО (UNESCO — United Nations Educational, Scientific and Cultural Organization) — Пĕрлешнĕ Нацисен Организацин пĕлӳлĕх, ăслăх тата этеплĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен йĕркелĕвĕ.
Организацие 1945 çулхи чӳк, 16 туса хунă, унăн штаб-хваттерĕ Парисре, Францире, вырнаçнă. Организаци шутне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи 67 бюропа уйрăмĕ кĕрет.
ЮНЕСКО уставне Лондон конференцинче 1945 çулхи чӳк уйăхĕнче йышăннă, 1946 çулхи чӳк, 4 ĕçе кĕртнĕ. Халĕ организацире 192 патшалăх-пайташпа 6 пайташ-ĕçтĕш[1]. Парисри Йĕркелӳре 173 патшалăх-пайташăн пĕрмай элчĕлĕхĕ пур.
1972 çулта ЮНЕСКО Пĕтĕм тĕнчери этеплĕхпе çутçанталăка хӳтĕлев конвенцине йышăнать, конвенци 1975 çулта хута яраççĕ, хальхи тапхăра 184 патшалăх ратифициленĕ (СССР — 1988 çулта).
Хальхи тапхăрта тĕп директора Тĕп конференцинче тăватă çуллаха суйлаççĕ. Малиан ултă çуллăха ĕç вырăнне лартнă. Тĕп директор Секретариата ертсе пырать.
2009 çулта ЮНЕСКО тĕп директор суйлавĕсем иртнĕ. 2009 çулхи авăн, 22 темиçе хутчен те сасăланă хыççăн Болгари дипломатне Ирина Боковăна ЮНЕСКО Ӗç тăвакан канашĕ сĕннипе тĕп директор постĕнче çирĕплетеççĕ. Бокова кандидатурине ЮНЕСКО Тĕп конференци 2009 çулхи юпа, 15 йышăнать [2] .
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.