Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шортан Ипполит Иванович (чăн хушамачĕ Иванов), — критик, литература пĕлевçи. 1925 çулхи кăрлачăн 27 Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралнă. 1993 çулхи нарăсăн 4 Шупашкар хулинче вилнĕ.
ССРП ÇП пайташĕ (1973), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1968), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1982).
Шупашкарти вĕрентекенсен институтĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче, ССКП ТК çумĕнчи аслă парти шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Ачасене вĕрентнĕ, «Коммунизм ялавĕн» редактор çӳмĕ вырăнне йышăннă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, тĕпчен институчĕн литературăпа фольклор пайĕн заведующиĕ пулнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Я. Ухсай, П. Осипов, П. Хусанкай, В. Алентей тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тĕпченĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ. Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.