Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чиндыков Борис Борисович ( 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ Чăваш АССР, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕ çур.) — чăваш драматургĕ, прозăçи, сăвăçĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ.
Борис Чиндыков | |
Çуралнă чухнехи ят: | Борис Борисович Чиндыков |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Çурла, 1, 1960 |
Çуралнă вырăн: | Палтай ялĕ, Етĕрне районĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | драматурги, проза, поэзи, публицистика, тăлмач ĕçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1987 - х.в. |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Чыславсем: | Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парни |
СССР ÇП пайташĕ (1990 ç.). 1993 çулта «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесишĕн Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парнине тивĕçлĕ пулнă[1].
1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Чăваш АССРĕн Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралнă.
Мускавра А. М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче (1984) вĕренсе тухнă[2]. Чăваш республики Çыравçисен Пĕрлешĕвенче литература консультанчĕ (1985—1988), «Тăван Атăл» журналăн литература тишкерĕвĕпе публицистика пайĕн пуçлăхĕ (1988—1989), Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче консультант, «Лик Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ (1994—1997) вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Хăй вăхăтĕнче «Аван-и» (1990—1993) тата «Реклама и объявления» (1992—1993, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тăрать) хаçатсем кăларнă.
Чăваш рекламин чи талантлă креаторĕ тата копирайтерĕ шутланать. ЧАП парти ятне, «Сансăр» тата «Teen/Тин» юрă ушкăнĕсен ячĕсене, «Аван-и» хаçат ятне, шутласа тупнă, Чуваш.ру сайта уçнă.
1996—2007 çулсенче Мускавра тĕрлĕ турккă фирмисенче куçаруçă, янрав менеджерĕ тата директорĕ пулса ĕçленĕ.
2009 çулхи пуш — 2010 çулхи юпа уйăхĕсенче «Тăван ен» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ, «ТЕ»-не Шупашкар район хаçатĕнчен республикипех сутăнакан «Шупашкар ен хаçачĕ» туса хунă, эрнере пĕрре тухакан таблоид çулĕ çине тăратнă; «ТЕ»-пе пĕрле редакци çĕнĕ хаçат — вырăсла «Причебоксарье» кăларма пуçланă.
Хăй çырнисĕр пуçне, чăвашларан тата турккăлларан вырăсла, çавăн пекех вырăсларан, акăлчанларан, турккăлларан чăвашла чылай куçарнă.
чувашского мира] 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.