Чăваш Çармăс
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш Çармăс (выр. Кубня) — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи чăваш ялĕ. Шупашкартан — 139 км, Йĕпреçрен — 25 км, чукун çул станцийĕнчен — 12 км. Ялта икĕ лавкка, суту-илÿ павильонĕ пур.
Ял
Чăваш Çармăс
Чăваш Çармăс
|
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 533 çын, çав шутра 249 арçын, 284 хĕрарăм пурăннă[1].
Чăваш Çармăсне XVII ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Хусан уесĕнчи Галиц Çулĕ çинчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ[2]. 1678-1679-мĕш çулсенче ку ялта 8,5 чухлĕ ясак тÿлекен 19 кил пулнă. XVII тата XVIII ĕмĕрсен чиккинче вĕсен патне тата Хусан уесĕнчи "Кильни" ялĕнчи (чăвашла ят паллă мар) чăваш хресченĕсем пырса вырнаçнă[2].
XVIII ĕмĕрĕн малтанхи çурринче çак ялпа Хурамал ялĕ хушшинче "Исеево поле" текен вырăншăн (чăвашла ят паллă мар) тавлашусем пулса иртнĕ. Хурамалтан Кĕçĕн Хурамал уйрăлса тухсан ку тавлашусем вĕçленнĕ. Вăл вăхăтсем хыççăн ял Кĕтне юппи Аутла шывĕ çинче вырнаçнă пулнă, 36 кил (116 арçын, 120 хĕрарăм) шутланнă.
Унтан вара Кĕçĕн Хурамал чăвашĕсем Çĕнĕ Шуртана куçса кайнă, ирçесем килсе вырнаçнă. Вĕсен ялне чăвашсем Ирçе Çармăс, хайсенне Чăваш Çармăс теме пуçланă (унччен Çармăс тенĕ пулнă).
Документсенче, ытти çавăн пек историлле çăлкуçсенче палăракан историсĕр пуçне, халăх халапĕсем пĕлтерекен хыпарсем пур. Ун пек япаласемпе паллашни усăллă пулма тивĕç, анчах чăнлăхпа суяна, ытарлă каланисене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пĕлмелле.
Халапсем тăрăх, Çармăс малтан урăх тĕлте вырнаçнă пулнă имĕш. Ултă килйыш (Шаймановсен йăхĕ) Çут çырма çинче çурт-йĕр çавăрнă тет, ялне вара Çут Çармăс тенĕ тет. Пĕррехинче пĕрин вăкăрĕ çухалнă та пурте ăна шырама тухнă. Аутла шывĕ тĕленче тупнă. Вăкăра тупнă вырăна пурте куçса ларнă тет, мĕншĕн тесен çапла туни телей кÿрессе шаннă.
Ку халапа камсенчен тата хăçан çырса илни паллă мар. Анчах та В.Д.Димитриев прахвиссăр вĕсене А.С.Яковлев ярса панă çыруран пĕлнĕ[3].
Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхеĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Комсомольски районне, 1959 çулхи юпа уйăхĕн 9 хыççăн Йĕпреç райоарнне]], 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Йĕпреç районне кĕрет.
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай. Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.