From Wikipedia, the free encyclopedia
Этьен Морис Фальконе (фр. Étienne Maurice Falconet; 1 раштав 1716, Париж, Франци Патшалӑхӗ — 24 кӑрлач 1791, унтах) — франц скульпторӗ, ӳкерҫи тата теоретикӗ. Кайри рококо тата неоклассицизм миниатюрлӑ тата монументаллӑ пластики ӑстисенчен пӗри, Санкт-Петербургри Раҫҫей императорӗ Петр I — «Пăхăр юланут» тенӗ палӑкӗн композицийӗн авторӗ. Академик (1754 ҫултан; ассоци пайташӗ 1744 ҫултан) тата Парижри ӳнерпе скульптура Патшалӑх Академийӗн ректорӗ (1783 ҫултан), Санкт-Петербургри Патшалӑх Академийӗн (1767 ҫултан) хисеплӗ пайташӗ.
1757 ҫулта вӑл маркиза де Помпадур хӳтлевӗнчи Севр фарфор мануфактурин директорӗ пулса тӑнӑ, унта вӑл бисквитран мифологи пайташӗсемпе аллегорилле кӗлеткесем ӑсталанӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.