Улатăр

From Wikipedia, the free encyclopedia

Улатăрmap

Улатăр (выр. Алатырь, ирçе Ратор-Ош), — Чăваш республикинче, унăн кăнтăр-хĕвеланăç енче, вырнаçнă хула, пĕр ятлă районăн администрацийĕ кунта вырнаçнă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Улатăр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Краткие факты
1552
Улатăр
Thumb
Ялав Герб
Thumb Thumb
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Улатăр хула тăрăхĕУлатăр хула
Координатсем54°51′00″ с. ш. 46°35′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПуçлăхСедов Александр Викторович
Никĕсленĕ1552
1552 1552
Лаптăк41,7 çм²
Центр çӳллĕшĕ130 м
Климат тĕсĕконтинентри вăтам
Наци йышĕвырăссем — 87,3 %, ирçесем — 7,2 %, чăвашсем — 4,1 %
Этнохоронимулатăрсе́м
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Почтă индексĕ42982X
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ
Официаллă сайчĕкаçă
Thumb
Thumb
Закрыть

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

Хулара пурĕпе 45,8 пин çын (2002) пурăнать, вĕсенчен 87,3% — вырăссем, 7,2% — ирçĕсем, 4,1% — чăвашсем. Улатăр Сăр юханшыва Улатăр юханшыв юхса кĕнĕ вырăнта, сулахай енче ларать. Шупашкарпа Улатăр хушши 195 çухрăм. Хула лаптăкĕ — 41,7 çм².

Халăх этимологийĕ

"Улатăр" топоним чăвашла ула тăрă (тĕрлĕ тĕслĕ сăрт) пĕлтерĕшне кăтартать.

Кун-çулĕ

Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал ирçе йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ĕмĕрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.

Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă:

Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.

Официаллă версипе хулана 1552 çулта Хаяр Йăван никĕсленĕ, 1780 çулта вăл хула таран ӳссе çитет. Чăваш республикине хула 1925 çулхи авăн уйăхĕнчен кĕрет.

Суя çăлкуçсем "пĕлтерни"

«Гази-Барадж тарихы» суя хроникăпа (1229-1246 çç. телнелли пулăмсем) килĕшӳллĕн, малтан ку вырăнта Пăлхар патшалăхĕн Мартюба çĕрĕн Алай ятлă кĕпернетĕрĕ 1028 çулта Сăр шывĕ çинче карман никĕсленĕ, кĕпернеттĕр ячĕпе хӳтлĕхе Алай Тура ят панă.

"Гази-Барадж тарихы" — Джагфар Тарихы текен суя хроникăн пĕр пайĕ пулса тăрать.

Транспорт

Хула витĕр ХусанКанашПенза чукун çулĕ иртет, УлатăрЕтĕрне çулĕ ăна ЧулхулаМускав çулĕпе пĕрлештерет.

Çутĕç, культура

Хулара Чукун çул колледжĕ ĕçлет.

Хулинче çуралнă паллă çынсем

Thumb
Улатăр районĕн администраци çурчĕ. Ĕлĕк унта земство управи, татах та маларах утелни кантурĕ пулнă. Çавăнта пĕр вăхăт (1866-1867) çамрăк И.Я.Яковлев çĕрвиçевçĕ ĕçленĕ
  • Шапошников Вячеслав Иванович, сăвăç
  • Аникин Виктор Иванович — архитектор
  • Горшенин Константин Петрович — СССР 1-мĕш Тĕп прокурорĕ
  • Кикин Пётр Андреевич — императорăн статс-секретарĕ, 1812 çулхи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Христос Çăлавçăн храмĕ тăвас шухăшăн авторĕ
  • Кочетов Александр Васильевич — вĕçевçĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ
  • Крылов Алексей Николаевичкарп тăвакан, механикăпа математика облаçĕнчи астаçă, СССР ĂА академикĕ
  • Мазырин Виктор Александрович — архитектор, Арсений Морозовăн Мускаври кил-çурчĕн (халĕ "Халăхсен туслăх çурчĕ" ятлă) авторĕ.
  • Судаев Алексей Иванович — совет конструктор-хĕçпăшалçи, майор
  • Шестаков Николай Яковлевич - драматург
  • Эрзя Степан Дмитриевичирçесенчен тухнă Раççей тата совет скульпторĕ

Çавăн пекех

Вуламалли

  • В.Д. Димитриев «Из истории городов Чувашии второй половины XVI - начала XVII веков» //(Вопросы истории в Чувашии. Ученые записки. Выпуск XXIX. - Чебоксары, 1965. - С .137
  • Федотов М.Р. О НАЗВАНИИ ГОРОДА АЛАТЫРЯ. Возвращаясь к напечатанному. // «СЧ» №214, 16 сентября 1990 г. (Ку статьяна 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. ак çак вырăнта вулама пулать: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.82-85)
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • А.Х. Халиков, «Татарский народ и его предки»
  • "Чăваш АССРĕн историйĕ"
  • Ольга Ауновская. Вспомнились легенды... // Советская Чувашия. — Чебоксары, 1984. — N 261 (17844). — С.4.

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.