From Wikipedia, the free encyclopedia
Те́нзор (лат. tensus, «хивре», «кару») — математикăра тата физикăра усă куракан линилле тата нумай компонентлă алгебрăлла объектăн хай векторла уçлăхăн вĕçсĕр мар виçеллĕ (хапаллă) талккăшĕнче палăртнă тĕсĕ (линилле алгебрăн объекчĕ). Физикăра пек чылай чухне 3 виçеллĕ уçлăх е 4 виçеллĕ уçлăх-вăхăт пулать, леш тензорăн компоненчĕсем пек хире-хирĕç çыхăннă физикăлла капсен координачĕсем (проекцийĕсем) пулаççĕ.
Кăшт ансатрах (çирĕпех мар) чĕлхепе кăна çапла палăртма пулать[1].
Тензор вăл — скаляр, вектор, ковектор, линилле оператор тата билинилле форма тенисене анлăлатса тата пĕрлештерсе тăракан математикăлла объект. Тензорсене тишкерекен дисциплинăна тензорла шутлав теççĕ.
Мĕнле те пулин базисра (пуçлав тытăмĕнче) тензора нумай виçеллĕ тата хисепсемпе (тензор компоненчĕсемпе) тултарнă d х d x ... x d таблица пек кăтартассĕ (хутланакансен шутне кунта тензорăн валентлăхĕ теççĕ). Базис улшăнсан компонентсем улшăнаççĕ, тензорĕ хăй çаплах юлать.
Тензорсемпе физикăра усă курни физикăлла саккунсемпе танлăхсене тарăнрах ăнланма пулăшать тата, пĕр-пĕринпе хире-хирĕçле çыхăннă физикăлла капсене пĕр тензор пек кăтартнă май, çырав ансатланать тата ăна, çырава, пуçлав тытăмĕнчен килмен пĕтĕмĕшле ковариантла формăпа кăтартма май пур.
Векторла V уçлăх çийĕнчи (m, n) ранглă тензор вăл m чухлĕ V уçлăхсене n чухлĕ V* çумкÿлĕмле уçлăхсем çине тензорла хутланин элеменчĕ (е линилле функционалсен уçлăхĕсене (1-формăсене) V çине хутланин)
Хисепсен m+n сумми тензор валентлăхĕ пулса тăрать. Çавăн пекех, (m, n) ранглă тензора m хут контравариантлă тата n хут ковариантлă теççĕ.
пек паллă тунă тензор мĕне кăтартнине чухлас тесен вăл пĕр пуçлав тытăмĕнчен тепĕр пуçлав тытăмне епле куçнине пăхас пулать:
кунта:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.