From Wikipedia, the free encyclopedia
Семёнов Тимофей Семёнович (1889, кăрлач, 27, Шемек ялĕ, Пăва районĕ, Хусан кĕпĕрни — 1917, раштав, 8, ) — чăваш сăвăçи, публицисчĕ, тăлмачĕ.[1]
Тайăр Тимкки | |
Çуралнă чухнехи ят: | Семёнов Тимофей Семёнович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1889, кăрлач, 27 |
Çуралнă вырăн: | Шемек ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1917, раштав, 8 |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, публицисчĕ, тăлмачĕ. |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Тайăр Тимкки 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Пăва уесне кĕнĕ (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ) Шемек ялĕнче, хресчен килйышĕнче çуралнă.
Ача чухнех вăл тăлăха тăрса юлнă. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти[2] икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет.
Тимкка çамрăклах Пушкин, Лермонтов хайлавĕсене вулама кăмăлланă. Чернышевскипе Некрасов кĕнекисем пулас поэта тĕнчене тĕрĕсле сăнаса уçма пулăшнă, халăх хĕн-хур тӳсниине тĕплĕн çутатса пама хавхалантарнă. Тайăр тăван халăха çутта кăларассишĕн ĕçлессине пысăк вырăна хунă. Унăн малтанхи «Çутта тухасчĕ!» новеллинчи тĕп паттăрĕ хăй пурнăçĕ пирки каласа парать. Вăл умри пысăк йывăрлăхсене пăхмасăр, çутта тухасшăн ăнтăлать.
Тайăр ăста тăлмач пулнă. Вырăссен юррисене чăвашла чылай куçарнă.
Акă пĕри, чăвашла май пур çĕртех вырăсла çыраканскер, мĕн тет:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Тайăр Тимкки, миф или явь?Недавно, в разговоре со мной, один из мудрейших ветеранов тахаръяла, усомнился в действительной значимости Тайăр Тимкки для чувашского общества. Действительно, сохранившиеся девять стихотворений и несколько переводов, не производят особого впечатленияна современных литературоведов, свободных от бесскомпромисного советского мышления. Да, в одном из стихотворений чувствуется поэтическая струнка, ноостальные стишки-это просто детский лепет. Так чем же ценен тогда для нашего времени образ Тайăр Тимкки? В воспоминаниях современников Тайăр Тимкки характеризуется, как незаурядная одаренная личность. Нет никакого сомнения, что не увлекись этот горячий чувашский юноша революционными идеями, из него получился бы интересный национальный поэт и переводчик. Однако Тайăр сделал свой выбор и не колебясь пожертвовал своей жизнью ради освобождения чувашского народа. Безумие? Да! Но вспомним "Песню о соколе". "Безумству храбрых поем мы славу!
Безумство храбрых - вот мудрость жизни!"[4].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.