From Wikipedia, the free encyclopedia
Илья Романович Степанов (1941, кăрлач, 31, Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР — 2016, утă, 21, Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР) — чăваш композиторĕ, Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Ф. Павлов медальне тивĕçнĕ.
Илья Степанов | |
Тулли ят | Степанов Илья Романович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1941, кăрлач, 31 |
Çуралнă вырăн | Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт | 2016, утă, 21 |
Вилнĕ вырăн | Кушкă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР, Раççей |
Патшалăх | СССР |
Профессисем | композитор |
Жанрсем | юрă |
Парнесем | Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ |
Композитор 1941 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Кушкă ялăнче çуралнă. Ача чухнех хăй тĕллĕн купăспа тата баян çинче выляма вĕреннĕ. Кушкăри тата Мăн Шетмĕри шкулсенче пĕлӳ пухнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан комсомол хушнипе Магнитогорск хулинче вăй хунă, электросварщик профессине алла илнĕ, «Водоканал» организацире ĕçленĕ.
Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Ф. Лукин композитор чĕннипе Чăваш Ене таврӑннă. Çĕрпӳ хулинчи Культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳçин ĕçне кӳлĕннĕ, хӗрсен хорне йӗркеленӗ. Куçăӑмсăр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Дипломлӑ пулса тӑрсан, Муркашри Культура ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑ. Пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ вӑл кунта: директор та, илемлĕх ертӳçи те пулнă. Пысăк хор чăмăртанă. Хăйĕн çĕне юррисене пичетленĕ. Чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачă çыхăну тытнă. Чăвашрадиопа, унти мусăк ярăмĕсен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, ҫавӑн пекех З. Ананьевапа тата К. Чекушкина юрăçсемпе çыхăнса ĕçленĕ.
Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 ҫул хушши вĕрентӳçĕ тата библиотекарьте тимленӗ. Ун хыççăн Кушкăри Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи вырăнĕнче тăрăшнă, ку хушӑрах ялти шкулти 1–7-мӗш классене юрлама вӗрентнӗ. Мӑн Шетмӗри «Хӗвелӗм» ача пахчинче те, Ямайкассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкулта та, Карай шкулӗнче те вӑй хунӑ вӑл. “Хӗвелӗм” ача пахчин солисчӗсен сассисене те Чăвашрадио валли ҫырнă.
Унӑн паллӑрах юррисем ҫаксем: «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Ҫавра сӗтел хушшинче», «Ҫул юхать, юхать», «Тавтапуҫ сана, учитель», «Юратнӑ учитель», «Пĕрмĕш учитель», «Ҫуралнӑ ҫӗршыв», «Савни килте пулмарӗ», «Карӑшӗсем улӑхра», «Кӗрхи юрӑ», «Савни мана каларӗ», «Эх, саврӑм каччине», «Ҫулҫине тӑкатчӗ хурӑн», «Ан тирке мана эс» тата ыттисем те. Пӗтӗмпе вара 3 пин ытла юрӑ хывнӑ, ҫав шутран 70-шӗ Чӑвашрадио фонотекинче упранать. Красноармейски районӗн Гимнне те вӑлах ҫырнӑ, сӑвви — Леонид Антоновӑн.
Пултарулӑхри пысӑк ӳсӗмсемшӗн Илья Романовича (вӑл — юрӑсен 16 кӗнеке авторӗ те) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Чӑваш халӑх ӳнер тата ӑслӑлӑх академийӗн 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн И.Р.Степанов композитора юрӑ-кӗвӗ тӗнчине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ф.П.Павлов медалӗпе чысланӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.