From Wikipedia, the free encyclopedia
Саратуштра çапла каланă. Никам валли те мар, пурин валли те кĕнеке (ним. Also sprach Zarathustra. Ein Buch für Alle und Keinen, 1883—1891) — Фридрих Ницшĕн философи романĕ, пĕрремĕш хут 1885 султа пичетрен тухнă, паллă та тавлашуллă романсенчен пĕри.
Саратуштра çапла каланă | |
Also sprach Zarathustra | |
Титульная страница первого издания | |
Жанр: | Философи романĕ |
---|---|
Автор: | Фридрих Ницше |
Тăван чĕлхи: | нимĕç |
Хайланă çул | 1883-1885 |
Малтан кĕнекене виçĕ пай кĕнĕ. Ницше тепĕр виçĕ пай çырма хатĕрленнĕ, анчах та тăваттăмĕшне кăна вĕçленĕ. Ницше вилсен «Саратуштра çапла каланă» кĕнекене пĕрлехи томпа пичетлеççĕ.
Кĕнекере авалхи Саратуштра перс пӳлĕхçи ятне илнĕ юркăн философăн шăпипе вĕрентĕвĕ пирки ăнлантарнă. Романри тĕп шухăш — çын упăтерен этеме (ним. Übermensch) çитес аталану ĕçĕн вăта пайĕ пулать: «Çын — чĕр чунпа этем хушшинчи вĕрен. Тĕпсĕрлĕх урлă канат».
Кĕнекене пĕр май поэма, тепĕр май философи трактачĕ теме те пулать, автор хăйĕн тĕнче ăнланăвне, çыннăн çак тĕнчери вырăнне кăтартать. Ĕçĕнче Ницше кашни çыннăн хăйĕн чун çулĕ пулмалла шухăш-ĕмĕте ырлать.
Кĕнекере пĕрремĕш Турă вилнĕ (ним. «Gott ist tot») тенĕ тезиса палăртнă, çавăнпа ăна «Çĕнĕ саманан чи уçăмлă тексчĕсенчен пĕри» тесе шутлаççĕ (Борис Гройс).
Ницше кĕнекин сĕмĕпе Рихард Штраус «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине кĕвĕлет. Ницше кĕнекинчи сăмахсемпе Фредерик Делиус композитор «Чĕрĕ çынсен месси» ораторине хайлать.
«Саратуштра пĕччен тăрса юлсан, чĕререн çапла сăмахланă: «Çак пулатех-и? Ку таса чунлă ватă çын вăрманта пĕччен пурăнса халиччен те Турă вилнине пĕлмест!»
Ҫӑлкуҫри текст(ним.)Als Zarathustra aber allein war, sprach er also zu seinem Herz: «Sollte es denn möglich sein! Dieser alte Heilige hat in seinem Walde noch Nichts davon gehört, dass Gott tot ist!»
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.