Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Регули Антал, — венгр чĕлхеçи тата историкĕ, çулçӳревçĕ, танлаштаруллă финн-угр чĕлхе пĕлĕвне пуçараканĕ. 1819 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Венгрири Зирц хулинче çуралнă. 1858 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Венгрири Буда хулинче вилнĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр. Капăрлатусене шырас тесен:
|
1841 çулта Венгрири ăслăлăхсен академийĕ хушнипе Раççее венгрсен тăхăмĕсем пурăннă вырăнсене тĕпчеме килнĕ. Петербургра икĕ çул хушши Атăлпа Чулман Атăл тăрăхĕнче, Уралта тата Çĕпĕрте пурăнан халăхсем çинчен çырнă тĕрлĕ литературăпа паллашнă, чĕлхесене вĕреннĕ.
1843 çулхи утă уйăхĕнче Мускавпа Чулхула витĕр Çĕпĕре тухса кайнă. Çав вăхăтра тĕпчевçĕ Чикме, Етĕрне, Шупашкар тата Çĕрпӳ уесĕсенче чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсене, фольклорпа этнографи материалĕсене çыра-çыра илнĕ. Ку ĕçре ăна чăвашсен пĕрмĕш çыравçи, историкĕ тата этнографĕ С.М.Михайлов (1821—1861) нумай пулăшнă. Пухнă мĕнпур материала пичетлесе кăларма Антал Регули хăй йĕркелесе çитереймен. Çав ĕçе финн-укăр чĕлхисен тепĕр паллă тĕпчевçи Иозеф Буденц (1836— 1892) пурнăçланă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.