Прустăн паллă ĕçĕ — çич романран пухăнакан «Çухатнă вăхăта шыраса» циклĕ (т. 1-16, 1913—1927, юлашки 6 томне вилнĕ хыççăн пичетленĕ).
Марсель Пруст Парижра1871 çулхи утă, 10 çителĕклĕ çемйере çуралнă: ашшĕ, Адриан Пруст — коммерции çын ывăлĕ, медицинă факультечĕн профессорĕ, амăшĕ, Жанна Вейль — еврей биржă маклерĕн хĕрĕ. Марсель Кондорсэ лицейĕнче вĕреннĕ, унта вăл Жак Бизепе, Жорж Бизе кĕвĕçĕн ывăлĕпе, тата Люсьен Додепе, Альфонс Доде романистăн ывăлĕпе паллашать. Ун хыççăн вăл юридици факультетĕнче Сорбоннăн, анчах та вĕренсе пĕтермен. Çамрăк чух Пруст «Фигаро» хаçатра салун хроникине ертсе пынă. 1894 çулта вăл декаденс стилĕпе прозăллă сăвăсен пуххин кĕнекине кăларать.
Таганов А. Н. Русская тема в творчестве Пруста // Наваждения: к истории «русской идеи» во французской литературе XX в.: материалы российско-французского коллоквиума (С.-Петерб., 2-3 июля 2001 г.)/отв. ред. С. Л. Фокин. М.: Наука, 2005. С.24-35.
Николаева Т.М. О чём на самом деле писал Марсель Пруст? — М.: Языки славянской культуры, 2012. — 128 с. — (Studia philological/ Series minor). — 600 экз., ISBN 978-5-9551-0519-2