From Wikipedia, the free encyclopedia
Яковлев Пётр Яковлевич (Яккусен, Петĕр, 1950 çул, çурла, 26, Красноармейски районĕ, Упа Çырми ялĕ çур. — 2021, кăрлач, 7, Шупашкар) — чăваш сăвăçи тата чĕлхеçĕ (вăл шутра фонетист). Раççей ÇП пайташĕ (1986), филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ[1].
Яккусен, Петĕр | |
Яковлев Пётр Яковлевич | |
Çуралнă чухнехи ят: | Петр Яковлевич Яковлев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1950, çурла, 26 |
Çуралнă вырăн: | Упа Çырми ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2021, кăрлач, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата сăвăçи |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Петĕр Яккусен 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упа Çырми ялĕнче çуралнă.
1967 çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан, 1975 çулта Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. ЧПГĂИче ĕçленĕ, чăваш чĕлхин пусăм йĕркине тĕпчесе темиçе статья пичетлесе кăларнă.
1978-1984 çулсенче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мартынкасси шкулĕнче вĕренӳ ертӳçи тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1984 çулта Пётр Яковлев Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçлеме тытăннă, аспирантурăра вĕреннĕ. 1989 çулта «Чăваш чĕлхинчи сăмах пусăме» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. 1995 çулта унăн «Чăваш фонетики» вĕренӳ кĕнеки пичетленсе тухнă. Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, уйрăмах консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ».
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.