From Wikipedia, the free encyclopedia
«Парисри юлашки танго» (итал. Ultimo Tango a Parigi) — Бернардо Бертолуччи режиссёр ӳнерлесе 1972 çулта экран çине кăларнă классика шайĕнчи эротикăллă фильм. Тĕп рольсене Марлон Брандо тата Мария Шнайдер сăнарланă. «Оскар» премине икĕ номинацире тăратнă: режиссурăшăн Бертолуччине тата актёр ĕçĕшĕн Брандона (çиччĕмĕш те юлашки хутчен Брандо карьеринче «Оскар» номинацийĕ). Çак картинă 48-мĕш вырăна 100 чи лайăх американ мелодрамисем хушшинче йышăннă (AFI версипе)[1]. Фильм ăшĕнче эротикăллă тата философиллĕ мелодрама элеменчĕсем пĕрле явăçăннă.
Парисри юлашки танго | |
Ultimo Tango a Parigi | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | эротикăллă мелодрама |
---|---|
Режиссёр | Бернардо Бертолуччи |
Продюсер | Альберто Гримальди |
Оператор | Витторио Стораро |
Композитор | Гато Барбьери |
Кинокомпани | Les Productions Artistes Associés, Produzioni Europee Associati (PEA) |
Тăсăлу | 129 мин |
Бюджет | 1,25 млн $ |
Патшалăх |
Франци |
Чĕлхе |
акăлчан франс |
Çул | 1972 |
IMDb | ID 0070849 |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.