Пăчăрлă Пашьел
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пăчăрлă Пашъел (вырăс. Бичурга-Баишево, тутар. Бичурга-Багыш) — Чăваш Енри Шăмăршă районĕн ялĕ.
|
Тавралăхĕ
Ял Пасна юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 908 çын, çав шутра 442 арçын, 466 хĕрарăм пурăннă[1].
Ялта вăтам шкул[2], чиркӳ, ветеринари участокĕ, вулавăш[3], тухтăр офисĕ, культура çурчĕ пур.
Кун-çулĕ
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шамккай вулăсĕнче шутланнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Çавăн пекех пăхăр
Паллă çыннисем
- Ермолаев Владимир Фёдорович — шултра усламçă.
- Кокуркин Геннадий Васильевич — медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Угарин Николай Васильевич — драматург.
- Улюкин Егор Андреевич — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри (XIX ĕмĕр)[4][5].
- Можаев Михаил Никифорович — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри[6].
Кăсăклă фактсем
Вуламалли
- Гармонщиков А.И. Из истории села Бичурга-Баишево Шемуршинского района Чувашской Республики с 1635 г. по настоящие дни. - Чебоксары: Новое время, 2006. – 180 с.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.