From Wikipedia, the free encyclopedia
Рена́та Мура́товна Литви́нова (тут. Рената Морат кызы Литвинова (Вәргазова); 12.1.1967, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей театр/кино актриси, кинорежиссёр, сценарист тата телеертӳç.
Рената Литвинова | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Рената Муратовна Литвинова |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1967 кăрлач, 12 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Професси: | совет/раççей театр/кино актриси, режиссёрĕ, продюсерĕ, сценарисчĕ |
Карьера: | 1994-х.в. |
РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (2003), РФ патшалăх премин лауреачĕ (2002), икĕ хутчен «Кинотавр» РФ кинофестивалĕн лауреачĕ (1994, 2006)[1][2].
1967 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ — тутар, амăшĕ — вырăс.
Актрисăна хăйĕн ашшĕн пиччĕшĕн ятне (Ринат; Ренат/Ринат тăтăшах пушкăртсен тата тутарсен пур) панă. Амăшĕ — Алиса Михайловна Литвинова (23.2.1938) тухтăр-хирург пулса ĕçленĕ, ашшĕ — Мурат Аминович Вергазов (1940—1987) — çаплах тухтăр пулнă. Литвинова пĕр çул тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă[3][4]. Ашшĕн йĕрĕпе, хăй каласа панипе, Юсуповсемпе тăванлă шутланать[5]. Вăл Рязань кĕпĕрнине кĕнĕ Касимов хулинче авалтанпах пурăннă тутар йăхĕнчен тухнă, иккен[6].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.