From Wikipedia, the free encyclopedia
Левант — (вӑтам-франц. Soleil levant «хӗвел тухни»; араб чӗлхинче: الشام [ʔaʃ-ʃaːm]; ивритра: כְּנָעַן Kənáʿan, Канаан, Ханаан) — Вӑтаҫӗр тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ пайӗнчи (Сири, Ливан, Израиль, Иордани, Египет, Турци тата ыт.) ҫӗршывсен пӗрлештерӳллӗ ячӗ, ансӑрларах илсен — Сири, Израиль тата Ливан.
Левант тенӗ сӑмах пӗлтерӗшне тӗрлӗ ҫӗршывсенче тата тапхӑрсенче тӗрлӗрен палӑртнӑ, терминӗ малтанах анлӑ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Левант сӑмаха «Малти Ази, хӗвелтухӑҫ Вӑтаҫӗр тинӗс тата ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ Африка хушшинчи хӗреслӗҫулӗ» пек каласа ӑнлантарнӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.