Кульцав ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕн ял тăрăхĕ.
Администраци адресӗ: Кульцав, Администраци урамĕ, 3.
Телефон: +7(83537)4-14-18.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Васильев Анатолий Павлович.
Районăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Ял тăрăхĕ витĕр Кĕçĕн Çавал тата Кушлавăш шывĕсем юхаççĕ.
Чăвашсемпе вырăссем пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 1006 (1.1.2007 çул) çын.
Кульцав, Алманчăк, Кивĕ Мĕлĕш, Упнер разъезчĕ, Çĕнĕ Хирпуç ялĕсенчен тăрать.
2006-мăш çулччен Кивĕ Мĕлĕш ял администраципе Кульцав ял администраци пулнă. 01.01.2006 пĕрлештернĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.