Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Иван Данилович Кузнецов (1906 çулхи çĕртме, 11, Вырăскасси ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1991 çулхи нарăс, 1, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш литературин тишкерӳçи, чăваш çыравçи.
Иван Кузнецов | |
Çуралнă вăхăт: | Çĕртме, 11, 1906 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Вырăскасси ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Елчĕк районĕ, Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | Нарăс, 1, 1991 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, чăваш çыравçи, литература тишкерӳçи, историкĕ |
Парнесем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ |
Чыславсем: |
|
Профессор, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ.
ССРП ÇП пайташĕ (1934 ç.). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1970 ç.)[1]
1906 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти рабфакра, Мускаври хĕрлĕ профессура институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
Чăваш АССР парти обкомĕн культурăпа пропоганда пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пынă. Чăваш кĕнеке издательствин ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ.
Чăваш патшалăх университечĕн ССРП историйĕ кафедрин пуçлăхĕ, профессор пулнă. ĂТИ ăслăх ĕçлевçи вырăнĕнче ĕçленĕ.
1991 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
Рабфакра ĕçленĕ чухнех тишкерӳ статьисене çырма пуçланă. Г. Келипе тупăшса çырнă. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, П. Хусанкай, е Н. Шелепи пултарулăхне тĕрĕс мар хаклакансен йăнăшĕсене тӳрлетсе те çырма тивнĕ. «Чăваш культурипе литературин хăш-пĕр ыйтăвĕсем» кĕнекере паллă çыравçăсен пултарулăхне тĕплĕн тишкерсе тухнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.