Купрат

From Wikipedia, the free encyclopedia

Купрат

Шаблон:ПĔ Ĕç вырăнĕШаблон:Патшалăх ĕçченĕ/Пайăр хыпарсем

Краткие факты Автограф:, Медиафайлы на Викиампар ...
Купрат
туркк. Kubrat
пăлх. Кубрат
осман. كوبراط
Thumb
 
 
Автограф: Thumb
Закрыть
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Купрат (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Купрат (пăлх. Кубрат, грек Χουβρατις), Кроба́т (пăлх. Кробат)[1], Курба́т, Курт (пăлх. Куртъ) — Аслă Пăлхар патшалăхне йĕркелекенĕ, çав патшалăхăн патши, Тулă ăрăвĕнчен тухнă ĕмпӳ. Вăл 605 çулта çуралнă. 660 çулта Аслă Купрат вилнĕ[2].

Истори çырăвĕсем, археологи чăнлавĕсем

Thumb
Аслă Пăлхар, 650 ç.

Купрат кăтригур пăлхар йăхĕсенчи Тулă ăрăвĕнчен тухнă. Пĕчĕкренех пулас паттăр ăс-хакалне Висанти император килĕнче пухса ӳснĕ, 12 çулта тĕне кĕнĕ.

632 çулта Купрат хăйĕн куккăшĕн — Урханăн астулне йышăнса юлнă. 635 çулта Купрат пуян грек çыннин хĕрне — Евдокие — качча илнĕ. Висанти императорĕ Иракли Купрата патрики ятне (санне) тивĕçтернĕ. Анчах та Христос тĕнĕ каганатра малалла сарăлайман. Купрат хăй те каярахпа пăлхарсен авалхи тĕнне таврăннă пулас.

Купрат астулра ларнă чух Аслă Пăлхар аварсенчен те, хасарсенчен ирĕклĕ пулнă. Епле те анăçран хăрушăлăх Авар хаканачĕ хавшакланнă май пĕтĕмпех иртнĕ пулсан, тухăç енчен пĕрмаях ахăр саманасем сиксе тухкаланă. Купрат хăй хуçаланнă вăхăтсенче пăлхар йăхĕсем пĕрлĕхре тытăнса тăнă та çавăнпа инкек-синкексене хирĕç тăма вăй çитернĕ. Вăл вилнĕ хыççăн вара Аслă Пăлхара Питпуян, Кăтра, Аспарух, Кувер, Альших ывăлĕсем туртса пайланă. Купратăн кашни ывăлĕ патшалăха хăйнемайлă уртасене пайланă, вара пĕчченĕн вĕсен хасарсемпе тытăçма хăват пулман. Хасарсем тапăнса килсен Аслă Пăлхар аркансах каять, тĕрĕклĕ те аталануллă патшалăх саланса çухалать, вара Пăлхар цивилизацийĕ пайланса çĕр çинче уйрăммăн тăсăлать.

Унăн вилтăприне 1912 çулта Украина çĕрĕнчи Полтава облаçĕнчи Кĕçĕн Переçĕпĕн чиркӳллĕ ял çумĕнчи улăп тăпринче тупнă. Чылай ылтăн тата кĕмĕл япаласем, Купрат ячĕллĕ пичет çĕр айĕнче темиçе ĕмĕр упранса выртнă. Хальхи историксем тата ытти тĕпчевçĕсем валли ку тупăнусем иксĕлми те пархатарлă пихелсем пулаççĕ.

Thumb

Вуламалли

  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
  • Артамонов М.И.
  • Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
  • Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
  • Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
  • К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
  • Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
  • Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары".
  • "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
  • Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ӗнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.

Курмалли

  • "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.
  • Купратăн икĕ ылтăн çĕрри тата ытти япаласем те; упраканĕ — Патшалăх Эрмитажĕ, Санкт-Петербург.

Асăрхавсем

Каçăсем

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.