From Wikipedia, the free encyclopedia
Космос тусанĕ (микрометеоритсем) — космослăхра вĕçекен е Çĕр çине ӳкекен тусан. Пĕрчисен пысăкăшĕ темиçе молекулăран 0,2 мкм çити. Çĕр çине, тĕрлĕ хаклава шута илсен, кунсерен 60 - 100 тоннă космос тусанĕ анать, çулталăкне вара 25-40 пин тоннăна çитет[2][3].
Хĕвел системинчи тусан йышне комета тусанĕ, астероид тусанĕ, Койпер кăшăлĕн тусанĕ тата Хĕвел системи витĕр тухакан çăлтăрсем хушшинчи тусан кĕрет. Çак тусан пĕлĕчĕн тачăлăхĕ 10−6 тусан пĕрчи пĕр м3 çине[4]. Хĕвел системинче çăлтăрсем хушшинчи тусана пула зодиак çути курăнать.
Космос тусанĕнче хăшпĕр органика пĕрлешĕвĕсем (аромат-алифатика структуриллĕ аморфлă органика хытă япалалăхĕсем) пур, вĕсем çутçанталăкра хăйсемех хăвăрт чĕрĕлме пултараççĕ[5][6][7]. Небольшую часть космической пыли составляет «звёздная пыль» — тугоплавкие минералы, оставшиеся в процессе звёздной эволюции.
Çăлтăрсем хушшинчи тусана «Стардаст» космос аппарачĕ пуçтарса Çĕр çине 2006 çулта антарнă[8][9][10][11].
«Meteoritics & Planetary Science» журналăн 2010 çулхи кăрлачăн кăларăмĕнче «Метеорит и метеороид: новые полные определения» статьяра[12] авторсем ăслăх пĕрпĕрлĕхне çакнашкал палăртнă:
Космическая пыль (Interplanetary dust particle (IDP)): частицы размером меньше 10 мкм, движущиеся в межпланетном пространстве. Если такие частицы впоследствии срастаются с большими по размеру телами природного или искусственного происхождения, они продолжают называться «космическая пыль».
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.