From Wikipedia, the free encyclopedia
Кихну, — Балтика тинĕсĕнчи пĕчĕк утрав, лаптăкĕ 16,4 тв. çм. Рига заливĕнчи чи пысăкки, пысăкăшĕпе Эстонире çиччĕмĕш вырăн йышăнать. Пярну уесне кĕрет.
КУнта чи малтан 3 пин çул каялла пурăнма пуçланă. Ал çырăвĕсенче пĕрремĕш хут 1386 çулта асăннă. Çынсем утрав çине Сааремаа, Муху утравĕсенчен тата Ляэнес уесĕнчен куçса килнĕ. Тахçан кунта шведсем, ливсем пурăннă.
2004 çулта утрав çинче 639 çын пурăннă (чылайăшĕ, эстонсем). Кунта тăватă ял: Лемси, Линакула, Роотсикула тата Сааре. Утрав портпа паромпа çыхăнать. Хĕлле, пăрлансан, çуранах каçма пулать. Пурăнакансем пулă тытаççĕ, ăна хатĕрлеççĕ. Кунта авалхи пурнăç йăла-йĕркисем упранса юлнă.
ЮНЕСКО 2003 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче Кихну утравне Тĕнчери пĕтĕм этемлĕхĕн культура эткерĕ шутне кĕртнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.