From Wikipedia, the free encyclopedia
Карим Мустай (пушк. Мостай Кәрим, чăн ячĕ Мустафа Сафич Каримов) — пушкăрт халăх сăвăçи. 1919 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Чишмин районĕнчи Кляшево ялĕнче çуралнă. 2005 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ӗпхӳ хулинче çĕре кĕнĕ.
Мустай Карим | |
Çуралнă чухнехи ят: | Мустафа Сафич Каримов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1919, юпа, 20 |
Çуралнă вырăн: | Кляшево ялĕ, Чышма районĕ Пушкăрт АССР, РСФСР |
Вилнĕ вăхăт: | 2005, авăн, 21 |
Вилнĕ вырăн: | Ĕпхӳ, Пушкăртстан, РФ |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | пушкăрт çыравçи тата сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1930-сем — 2005 |
Жанр: | повеç, роман, пьеса, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | пушкăрт, вырăс |
1941 çулта Пушкăрт педагогика институчĕн чĕлхепе литература факультетĕңче вĕренсе тухнă. Тăван Çĕршыв Аслă вăрçин пуçламăшĕпе вĕçленичченех фронтра пулнă. Çыхăну пуçлăхĕ, артдивизи штабĕн пуçлăхĕ пулнă. Аманнă хыççăн фронтри хаçатсен корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.
Карим Мустай 1930-мĕш çулсенче çырма пуçланă. 1938 çулта унăн пĕрремĕш «Отряд хускалчĕ» (Отряд тронулся) ятлă сăвăсен кĕнеки тухнă. Иккĕмĕш кĕнеки 1941 çулта тухнă. Вăл «Çурхи сасăсем» (Весенние голоса) ятлă пулнă. Унтанпа унăн 100 ытла сăвă пуххи, 10 ытла драма тухнă.
Чи паллă кĕнекисем:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.